Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!      

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!  

 

Тӑван чӗлхе вӑл – хаксӑр тупра, наци культурин никӗсӗ, ӑс-хакӑл эткерне сыхласа упрама тата ӑна аталантарма пулӑшакан хатӗр. Ҫӗр ҫинчи пин-пин чӗлхе йышӗнче кирек камшӑн та тӑван чӗлхи чи хакли шутланать.

Паянхи уяв кунӗнче чӑвашсен аслӑ ҫутта кӑларакананӗ И.Я. Яковлев ҫу­ралнӑранпа 165 ҫул ҫитет, вӑл ҫапла па­лӑртнӑ: «Анне чӗлхи – халӑх ӑс-хакӑ­лӗпе кӑмӑл-сипечӗн аслӑран та аслӑ вӑйӗ, унӑн тӗп тӗрекӗ».

Чӑваш Енре патшалӑх политики наци чӗлхипе культурине пулӑшу па­рас­сине тата ӑна аталантарассине тӗпе хурать. Тӑван чӗлхе массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, театр сцени ҫинче республи­кӑра кӑна мар, унӑн тулашӗнче те, чӑвашсем нумайӑн пурӑ­накан тӑрӑхсенче, уҫҫӑн янӑ­рама пултартӑр тесе ви­тӗмлӗ мерӑсем йышӑннӑ. Культура проекчӗсене пурнӑҫлас, литера­турӑпа ху­до­жество кӑла­рӑмӗсене пичетлес енӗпе патшалӑх тухӑҫлӑ пулӑшу кӳрет. Пӗл­тӗр нумай томлӑ Чӑваш энциклопедийӗ, 32 пин ытла сӑмахран тӑракан икӗ том­­лӑ «Вырӑсла-чӑвашла» словарь кун ҫути курчӗҫ.

Тӑван чӗлхене сыхласа упрас, ӑна пуянлатас тата халӑх хушшинче са­рас тӗлӗшпе вӗренӳ учрежденийӗсем комплекслӑн ӗҫлеҫҫӗ. Наци чӗл­хипе ли­тера­турине тата тӑван ен культурине вӗрентмелли методикӑпа вӗрентӳ никӗсӗ те ҫӗнелсе лайӑхланать.

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынах тӑван ен историне, чӗлхипе культу­рине пӗлнипе тивӗҫлипе палӑрса тӑрасси, халӑх йӑли-йӗрки вара ма­лалла та йӗркеллӗн сыхланса упранса ӑруран-ӑрӑва куҫса пырасси пирки те иккӗ­лен­мес­тӗп.

Ҫирӗп сывлӑх, ырӑ шанӑҫ, пултаруллӑ ӗҫре ӑнӑҫусем, ҫурхи лайӑх кӑмӑл-туйӑм, телей тата ырлӑх сунатӑп!     

 

Чӑваш Республикин 

Пуҫлӑхӗ                                                                                        М.Игнатьев



25 апреля 2013
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter