Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Федерацин «Энергие перекетлесси, энергетика эффективлăхне ÿстересси тата Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун актне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунне мĕнле пурнăçлани çинчен ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ. Чăваш Енре Республикăн 2010-2015 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта энергие перекетлемелли тĕллевлĕ программи пурнăçланать, ăна валли пĕтĕмпе 25063,7 млн тенкĕ уйăраççĕ. Çак программăна пурнăçа кĕртнĕ май икĕ çул-йĕре тĕпе хураççĕ: обязательнăй йĕркепе энергетика тĕпчевĕсем ирттересси тата нумай хваттерлĕ çуртсене, бюджет сферин организацийĕсене энерги ресурсĕсене шута илмелли приборсемпе тивĕçтересси. Республикăн 26 муниципалитет районĕпе хула округĕнчен 11 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче энергетика тĕпчевĕсем ирттерес енĕпе ĕçсене вĕçленĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев республика 2013 çулхи пушар тухас хăрушлăх пысăк тапхăра хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ. ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров юлашки 10 кунра пушар сÿнтерекенсем типнĕ курăка тивертсе янă вырăнсене сÿнтерме ытларах çÿренине палăртнă. Михаил Игнатьев Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине вырăнти администрацисемпе, Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕпе пĕрле пушар тухас хăрушлăх пысăк вăхăтра граждансене вăрмансене çÿреме чармашкăн мерăсем пăхма, вĕсем пирки прокуратура органĕсемпе килĕшсе татăлма хушнă. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Александр Иванов Çуркуннепе Ĕç уявне, Православи тĕнне ĕненекенсем уявлакан Мăн куна, Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 68 çул çитнине кĕтсе илме мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă. Ака уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче Раççейри электроэнергетика тытăмĕсене хÿтĕлес тата автоматизацилес ыйтусемпе Пĕтĕм тĕнчери II ăслăлăхпа практика конференцийĕ тата курав иртнĕ. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин паллаштарнă. 2015 çулта Шупашкарта «РЕЛАВЭКСПО-2015» иртет. Михаил Игнатьев çакнашкал куравсем, специалистсем пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашни республикăри предприятисене аталантарма пулăшнине палăртнă. Çавăн пекех вăл иртнĕ эрнере республикăна Раççейри самолетсем тăвас енĕпе ĕçлекен пысăк компанисен ертÿçисем килнине пĕлтернĕ.



29 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter