Вăрмар районĕ: Пысăк Енккасси ял вулавăшĕнче «Тăван енĕм Чăваш ен» тавра пĕлÿ эрни иртрĕ

«Вĕренекен чăвашла вулатăр…Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн мĕнпур тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук…» И.Я.Яковлев Пысăк Енккасси ял вулавăшĕнче «Тăван енĕм Чăваш ен» тавра пĕлÿ эрни иртрĕ. Шкул ачисем И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине тата чăваш чĕлхине халалланă «Ăслăлăх сукмакĕ» ятлă уява пуçтарăнчĕç. «Атте - анне чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Ачасем Иван Яковлев кун-çулĕпе паллаштаракан тĕрлĕ кĕнекесемпе, чăваш чĕлхине тĕпчес ĕçре нумай вăй хунă Н.Ашмарин, Н.Золотницкий, Н.Никольский тĕпчевçĕсемпе, чăваш чĕлхине халалланă хайлавсемпе паллашрĕç. И.Яковлевăн «Ача-пăча калавĕсем» кĕнеки тăрăх вулав пулчĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕре сума суса уявра сăвăсем янăрарĕç. «Чăваш улăпĕ» элетронлă презентаци ачасен тавра курăмне пуянлатма пулăшрĕ. Вĕсем И.Яковлев «Чăваш халăхне панă халала» тимлесех итлерĕç. Мĕн пĕлнине тĕрĕслесе пăхма ачасемпе викторина ирттернĕ. «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» информаци сехечĕ вăхăтĕнче Гербĕ, Ялавĕ тата Гимнĕ çинчен каласа панă. Чăваш патшалăх символĕсемлĕ плакатсем çакса хунă, унта историйĕ тата авторĕсем пирки калакан материалсем тупма пулнă. Мероприятире «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем: истори тата паянхи кун» ятпа электронлă презентаци иртрĕ. Чăваш композиторĕ тата чăваш патшалăх гимнĕн авторĕ Герман Лебедев çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май «Юрă ăсти» ятлă каç – портречĕ вăхăтĕнче библиотекăна пуçтарăннисем «Чăваш Республикин гимнĕ», «Тăван завод», «Савнă çĕр, Чăваш çĕршывĕ», «Хуткупăса тытсассăн», «Улăхра курсан чечек» юррисене çĕкленÿллĕн шăрантарчĕç.



29 апреля 2013
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter