Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

                            Сире Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп.
Виҫҫӗллӗ пӗрлӗх – герб, ялав тата гимн – чӑваш халӑхӗн историйӗпе ӗмӗртен-ӗмӗре тӑсӑлакан чаплӑ йӑли-йӗркине сӑнарлать.
Эпир хамӑрӑн республикӑна юрататпӑр, унпа мухтанатпӑр. Тӑван ҫӗрӗмӗре тивӗҫлипе хӗвеллӗ Чӑваш Ен теҫҫӗ, ҫавӑнпах ӗнтӗ пирӗн гербпа ялава икӗ чи ӑшӑ тӗс – хӗвелпе ҫулӑм тӗсӗ – илем кӳрет. Чӑваш Ен тата «ҫӗр пин юрӑ ҫӗр-шывӗ те»: чӑваш гимнӗн кӗввипе сӑмахӗсем илемлӗн янӑраҫҫӗ, вӗсем патриотлӑхпа тулнӑ, чуна хускатса ӑна хавхалану кӳреҫҫӗ, чӗрене кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ.
Пирӗн халӑх патшалӑхӑмӑрӑн символӗсене шанчӑклӑн сыхласа упрать тата сума сӑвать, эпир тӑван ен илемне, унӑн анлӑхӗн мухтавлӑхне тата ҫут ҫанталӑкӗн пуянлӑхне чунпа туятпӑр. Чӑваш Енре пурӑнакансене шӑпа кирек ӑҫта илсе ҫитерсен те, герб, ялав тата гимн ентешсен пӗрлӗхӗн тӗп никӗсӗ, ют ҫӗрсенче тӑван ҫӗр-шывӑн пӗчӗк пайӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Республикӑра пурӑнакансене ҫак ҫутӑ уяв кунӗнче пӗтӗм чунтан ырлӑх-сывлӑх, ҫирӗп шанӑҫ тата телейпе юрату сунатӑп.

 
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                 М.Игнатьев



29 апреля 2013
13:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter