Михаил Игнатьев Йĕпреç поселокĕнче ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

Ака уйӑхĕн 3-мĕшĕнче Республика Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреҫ районĕн Йĕпреҫ поселокĕнче пушар тухнă вырăна çитсе курчĕ. Аса илтеретпĕр, ака уйӑхĕн 2-мĕшĕнче Калинин урамĕнчи нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт тĕппипех çунса кайнă. Республика Пуҫлӑхĕ инкеке лекнĕ çынсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Икĕ çемъене вăхăтлăха пурăнма куçарнă çурта кĕрсе курчĕ. Унтан Михаил Игнатьев район администрацийĕнче ĕҫлĕ канашлу ирттерчĕ, пушара пула шар курнă çынсене кирлĕ пулăшу парас ыйтӑва сӳтсе-яврĕç.

«Эпир нушара никама та пулăшусăр хăварман, хӑвармӑпӑр та», - çирĕплетрĕ Михаил Игнатьев. Пурлӑхсӑр тăрса юлнă кашни ҫынна республикăн резерв фондĕнчен 100-шер пин тенкĕ таран уйӑрса парасси çинчен каларĕ Республика Пуçлăхĕ. Çавăн пекех вăл пушара сӳнтерме тата инкеке лекнисене пулӑшакансене тав турĕ.

Çунса кайнă çурт юхăнса юрăхсăра тухнă çуртра пурăнакансене урăх çуртпа тивĕçтересси çинчен калакан программăра тăрать. Унпа килĕшÿллĕн, çĕнĕ çул тĕлне çĕнĕ çурт хăпартса хута ямалла. Строительство министрĕ Олег Марков çитес виçĕ ҫул хушшинче ҫак программа Чӑваш Республикинчи юхăннă ҫуртсенче пурӑнакансене пĕтĕмпех ҫĕнĕ ҫуртсене куҫарма май парасса шантарчĕ. Йĕпреҫ районне кăна ҫак программӑпа кӑҫал 37 млн. тенкĕ уйӑрса парĕç.



03 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter