«Шуракăш» Турци çĕршывĕнче

Орининти культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ - район ятне-сумне çÿле çĕклекенсенчен пĕри, хăйне евĕр ахах пĕрчи.   Юрăпа малашлăха утакан, илемлĕхе куракан  ырă чунлă çынсенчен чăмăртаннă вǎл.

 Çак ансамбле  хамăр районта пĕлмен çын çук та пулĕ. «Шуракăшсем» хăйсен пултарулăхĕпе хамǎр республика çыннисене  çеç мар, республика тулашĕнче  пурăнакансене те савăнтарма пултарни куç кĕрет.  Иртнĕ эрнере  çак ушкăн Турци çĕршывĕнче ирттернĕ пĕтĕм çĕршыври тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхăн «Навруз –Байрамы» уявĕнчен  таврăнчĕ. Çак уяв унта мартăн 15-31 - мĕшĕсенче иртрĕ.

22 çынран тăракан «Шуракăш» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ мартăн 15- мĕшĕнче, «Боинг-749 самолетпа Турци çĕрĕн Стамбул хулине çитрĕ.

«Фестиваль пуш уйǎхĕн 17-мĕшĕнче Стамбул хулинче уçǎлчĕ. Малтанах   Стамбул хулин урамĕпе тĕрĕк чĕлхиллĕ çĕршывсенчен килнĕ артистсемпе тан  эпир те, Чăвашран  килнĕ «Шуракăш» ушкăн артистчĕсем,  хамăрăн юрра-ташша шăрантарса утрăмăр. Пирĕн илемлĕ тумсене, чунран тухакан шухăшлă юрăсене, çăмăл та илемлĕ ташăсене пин-пин çын курса савăнчĕ», - теççĕ артистсем.

Кашни халăх  хăйĕн çи-пуçĕпе, юрри-ташшипе тĕлĕнтерме тăрăшрĕ хула халăхне. Каçхине 8 сехетре вара, ЭЮП муниципалитетăн концерт залĕнче «Навруз» уява уçма хула губернаторĕ, мэр, министрсем,  тĕрлĕ пуçлăхсем, чĕннĕ хăнасем пуçтарăнчĕç. Тǎвǎллǎн алǎ çупса йышǎнчĕç фестивале пуçтарǎннǎ çынсем чăвашсене. Çак уява тÿрĕ эфирта 80 çĕршыв курма пултарчĕ, тĕрлĕ çĕршывран  журналистсем нумай пулчĕç кунта.

«Уяв программипе эпир Турцин нумай  хулинче пултăмăр: Эскешир, Хендек, Сакария, Йосгат, Амася, Елазы. Кашни хуларах курса тĕлĕнмелли  нумай пулчĕ. Çапла вара Турци çĕршывĕнче 10 концертра хутшǎнса хамǎр пултаруллǎхпа паллаштартǎмǎр. Пире пур çĕрте те тулли кǎмǎлпа кĕтсе илчĕç.  Нумайăшĕ пирĕнпе асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç. Турци Президенчĕ, губернаторпа хула мэрĕсем тĕрлĕ çĕршывран килнĕ ушкăнсенчен делегатсене пухса хăйсем патĕнче йышăнса саламларĕç. Унта пирĕн енчен Ольга Елизаровăпа Мария Федотова пулчĕç», - каласа параççĕ «Шуракăшсем».

 Муркашсен пултарулǎхне Турцире çÿллĕ шайра хакларĕç, «Шуракǎш» халăх юрăпа ташă ансамбльне асăнмалăх диплом парса чысларĕç. Чăваш ен Пуçлǎхне, культура министрне, район администрацийĕн пуçлăхне тав çырăвĕсем парса ячĕç, ансамблĕн кашни артистне тав çырǎвĕсем, кашни хулара пурне те асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. «Хамăра юмахра пулнă евĕр туятпăр. Çакăн пек курса  çÿрени пирĕн ăса çĕнетет, тавракурăма пуянлатать, çĕн ĕмĕтпе, çĕн сывлăшпа  пурăнма вай-хал парать. Тĕрлĕ музей, паллă вырăнсем, лавкка, пасар - пур çĕре те çитсе кăтартма тăрăшрĕç пире унти ертÿçĕсем. Тусем хушшинчен тухакан ăшă бассейнра та ишсе савăнтăмăр. Çак уяв пире  ытти халăхсемпе туслаштарчĕ. Калаçура пĕр пек сăмахсем пулсан, савăнмаллипех савăнтăмăр», - савǎнаççĕ артистсем.

«Шуракǎш» ансамбле хутшăнакансем район администрацийĕн пуçлăхне Р.Н.Тимофеева, Альбина Юрату поэтессǎна,  Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхне  А.С. Волкова юмах тĕнчинче пулса курма май тупса панǎшǎн чун – чĕререн тав тǎваççĕ.

Муркаш районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=71&id=2478321&type=news&page=6



03 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter