Вăрмана пушартан сыхласси пĕтĕм халăхăн тивĕçĕ

Ăшă кунсем пуçланнă май, вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăкланать. Умра — май уявĕсем. Эппин, канмалли кунсенче уçă сывлăшра вăй пухас текенсем йышлă пулĕç. Шăпах вĕсем яваплăха туймасăр, хăйсене асăрханусăр тытнишĕн час-часах вăрмансенче пушарсем тухаççĕ. Лайăх сÿнтерсе хăварман кăвайт, сÿнсе пĕтмен пирус тĕпĕ, транспорт хатĕрĕн юсавсăр глушителĕ, уçланкăра пăрахса хăварнă кĕленче савăт-сапа (вăл хĕвелпе хĕрсе çулăм кăларма пултарать), пĕлтĕрхи курăка çунтарни — çакă йăлтах инкек патне илсе çитерме пултарать. Лăсăллă вăрмансем уйрăмах хăвăрт хыпса илеççĕ.

РФ Правительствин 2007 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче алă пуснă 417 №-лĕ постановленийĕпе «Вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене» çирĕплетнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн вăрманта ĕçлекен е канакан кашни çыннăн çакна асра тытмалла:

— йывăçсем çывăхĕнче (уйрăмах лăсăллă çамрăк йывăçсем патĕнче) кăвайт чĕртмелле мар, çакна çулăм малалла сиксе ÿкме пултаракан япаласенчен аяккарах тума тăрăшмалла;

— предприятисен, организацисен тата уйрăм граждансен вăрман çывăхĕнчи типнĕ курăка çунтармалла мар, çавăн пекех çÿп-çапсене, йăлари каяшсене унта пăрахмалла мар.

Çак йĕркесене пăсакансене административлă майпа явап тыттараççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене аса илтеретпĕр: енчен те сирĕн çĕрсем вăрман çумĕнчех вырнаçнă пулсан ял хуçалăх тĕллевĕпе вĕсем çинче мĕн те пулин çунтарма вăрман сыхлавĕн ĕçченĕсемпе канашламалла. Çавăн пекех вăрман хĕррипе 3 метр сарлакăшĕнчен кая мар сухаланă çĕр пулмалла.

Вăрмана пушартан сыхласси — пĕтĕм халăхăн тивĕçĕ. Çавăнпа та çак пуянлăха упрама пурин те пĕрле тăрăшасчĕ. Енчен те вăрманта çулăм тухнине асăрхарăр пулсан, ăна сÿнтерме тăрăшăр. Хăвăр тĕллĕн çакна тума май килмесен вăрман хуралне, полицие е пушар хуралне пĕлтерĕр.

Комсомольский район Чувашской Республики



30 апреля 2013
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter