Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин пушар службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен ӗҫӗ сумлӑ та хисеплӗ. Пирӗн пушар сӳнтерекенсем хӑюллӑ, хастар та тӳсӗмлӗ пулни, йывӑр лару-тӑрура яланах пулӑшма хатӗрри граждансен тӑнӑҫлӑхӗн тата хӑрушсӑрлӑхӗн шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Пушар службин ӗҫченӗсен пысӑк ӑсталӑхӗ, ҫивӗч ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама пултарни тата кал-кал ӗҫӗ нумай ҫынна вилӗмрен ҫӑлма тата миллиардшар тенкӗлӗх пурлӑха сыхласа хӑварма май парать.

Чӑваш Енре пушар тухасран асӑрханасси, пушарсен йышне тата вут-ҫулӑм кӳрекен сиене чакарасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхаҫҫӗ. Раҫҫейвӑрманхуҫалӑхӗн хаклавӗ тӑрӑх, вӑрманта пушар тухасран асӑрханас тӗлӗшпе тухӑҫлӑ ӗҫленине пула республика 2012 ҫулта Раҫҫейри чи лайӑх регионсен йышне кӗнӗ.

Кал-кал аталану пушар хуралӗн ӗҫченӗсен ӑсталӑхне ӳстернипе, пурлӑхпа техника никӗсне лайӑхлатнипе ҫыхӑннӑ.

Чӑваш Республикин пушар службин мӗн пур ӗҫченне тав тӑватӑп, ҫамрӑксене хӑйсен паха опытне ӑша хывма пулӑшакан ветерансене вара уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп. Сире ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем тата ырлӑхпа телей сунатӑп.

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                         М.Игнатьев                           



30 апреля 2013
07:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter