Килĕшÿ шанчăклăха çирĕплетет

Раççейри самолетсем тăвакан пĕрлештернĕ корпорацийĕн президенчĕ Михаил Погосян тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕпе асăннă корпораци малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессине çирĕплетсе меморандума алă пусрĕç. Тĕллевĕ - Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» ăслăлăхпа производство комплексĕ» АУО производство хăвачĕсене аталантарса 2013-2015 çулсенче корпораци саккасĕсене пурнăçламашкăн ятарлă программăпа туллин ĕçлесси. Килĕшÿ пысăк технологиллĕ машиностроени промышленноçĕн производство тата коопераци çыхăнăвне аталантарать, предприятин малашлăх шанчăклăхне çирĕплетет.

Михаил Асланович программăна йышăнни самолетсем валли дистанциллĕ управлени тытăмне туса кăларасси 1,5 хут ÿсессине, 2015 çул тĕлне кăтарту 60-70 процентран та иртессе палăртрĕ. Саккас калăпăшĕ ÿссех пыни «ЭЛАРА» обществăна кăçал 3 млрд тенкĕлĕх продукци кăларма май парать.

Документа алă пуснă хыççăн Михаил Васильевич тата республика хăнисем производство цехĕсенче пулса курчĕç. Унтан предприяти ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç.

- Эпĕ кунта икĕ çул каялла пулнăччĕ. Ун чухне кивĕ станоксем ытларахчĕ. Предприяти ырă енне нумай улшăннине асăрхарăм. Производство культури лайăхлансах, çамрăк специалистсем хушăнсах пыраççĕ, - терĕ Михаил Игнатьев. - Кунта 4 пин ытла çын ĕçлет. Кашни çемьере вăтамран виççĕн пурăнаççĕ тесе шутласан та 12 пин çыннăн пурнăç условийĕ çывăх çулсенче татах лайăхланĕ. Мĕншĕн тесен ĕç тухăçлăхĕ, тавар калăпăшĕ ÿсет, çавна май шалу та хушăнсах пырать. Республика экономики аталанать, бюджетăн тупăш пайне укçа ытларах кĕрет.

Заводра техника çĕнелсе пынине Михаил Погосян та асăрхарĕ. «Модернизаци пире йăлтах тивĕçтерет. «Элара» пирĕн саккассене шанчăклă пурнăçласси пирки нимĕнле иккĕленÿ те çук. Сирĕн тавар конкуренцие тÿсĕмлĕ. 2012 çулта Раççей Оборона министерстви валли хатĕрленĕ çар техникин калăпăшĕ экспорта каякан тавар калăпăшĕнчен ытларах пулнă».

«ЭЛАРА» АУО генеральнăй директорĕ Андрей Углов предприятире станоксемпе оборудование çĕнетсе лайăхлатас, технологие инновацилес ĕç самантлăха та чарăнса тăманнине çирĕплетрĕ. Çакна планпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Проект туса хатĕрлекенсемпе ăнланса, пĕр-пĕрин сĕнĕвне-ыйтăвне шута илсе ĕçлеççĕ. «Эпир вăхăт таппинчен кăшт маларах та пыратпăр», - палăртрĕ Андрей Александрович.

Михаил Погосян юлашки хут килсе кайнăранпа, икĕ çул хушшинче, 300 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ килĕшÿ-программа çĕнĕ специалистсем ыйтать. Гендиректор ку енĕпе те ыйтусем пулмасса пĕлтерчĕ: «ЭЛАРА» Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсемпе килĕштерсе ĕçлет, пултаруллă студентсем практикăра тăтăшах пулаççĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 апреля 2013
13:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter