Çĕр хăвăрт типет. Васкамалла!

Çурхи тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене Патăрьелсем - 29,8, Елчĕксем - 24,2, Комсомольскисем - 17,9, Шăмăршăсем - 17,8 процент акнă. Вăрлăха тăпрана варăнтарас тĕлĕшпе вĕсем ытти районтан чылай лайăхрах ĕçлеççĕ.

«Ку енĕпе районта чи лайăх кăтартуллисем: «Красное Знамя» ЯХПК - 72, «Первомайск» ЯХПК - 62, «Исток» АФ - 60 процент, - пĕлтерчĕ телефонпа Патăрьел район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçин çумĕ Галина Иванова. - Вĕсенчен ытти хуçалăх та юласшăн мар. «Тойсинская», «Красное Знамя», «Движение», «Звезда» хуçалăхсенче севок çитĕнтерме пурĕ 25 гектар вăрлăх акрĕç. «Исток» агрофирма тата темиçе фермер хуçалăхĕ тăпрана сахăр кăшманĕн вăрлăхне 103 гектар варăнтарчĕç. Александр Иванов ертсе пыракан «Сидели» общество ĕçченĕсем çанталăк ăмăрланнă кунсенче 300 тĕп улмуççи лартрĕç - ĕлĕкхи сада чĕртме никĕс хыврĕç».

«Ĕнерхи кун тĕлне мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче çурхи культурăсене 3664 гектар акрăмăр, - хыпарларĕ Елчĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Светлана Малова. - «АСК-Яльчики» общество çурхи культурăсене акан 26-мĕшĕччен тăпрана 400 гектар варăнтарчĕ. Халĕ çĕр улми лартма хатĕрленет. Унăн вăрлăхне хĕвел çине 400 тонна кăларнă. Çурхисене «Прогресс» общество - 625, «Эмметево» предприяти 450 гектар акрĕç. Вĕсене тăпрана варăнтарма районĕпе 6233 гектар çинче культивациленĕ. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕн - 67, нумай çул çитĕнекен курăксенне 36 процент апатлантарнă».

«Чи нумай акакансем: «Колос» АФ - 420, «Мир» АХО - 370, «Искра» ЯХПК - 300 гектар, - терĕ Шăмăршă район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Владимир Алексеев. - Кĕрхи тĕш тырă культурисене 1460 гектар апатлантарнă. Нумай çул çитĕнекен курăксене 1165 гектар сÿреленĕ. «Восходпа» «Искра» хуçалăхсем - 30-шар, «Шанс» общество 10 гектар çĕр улми лартма хатĕрленеççĕ».

«Çурхисене 1570 гектар акрăмăр, - пĕлтерчĕ Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Вячеслав Горбунов. - Акара аш-какай комбиначĕ /900 гектара яхăн/, К.Маркс ячĕллĕ ЯХПК, «Агрохмель» общество, Алексей Игнатьев фермер хуçалăхĕ ÿсĕм турĕç. Çак кунсенче «Янгорчино», «Юнтапа», «Мураты» кооперативсем, «Санар» агрофирма акма тухаççĕ. Кĕрхи культурăсен 93 процентне апатлантарнă. Çĕр улми вăрлăхĕн 50,3 процентне сăмсалантарма кăларнă».

Юрий МИХАЙЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter