Инкек çынсене пĕрлештерет

Инкек çынсене пĕрлештерет

Йĕпреç поселокĕнчи Калинин урамĕнче ĕлĕкренех вăрманçăсем пурăннă. Унччен кунта вăрман комбиначĕ хăй вăйĕпе лартнă йывăç бараксемччĕ. Поселок администрацийĕ вĕсенчен майĕпенех хăтăлса пыни куç кĕрет. Анчах та хальлĕхе район центрĕн сăн-сăпатне пăсса тăраканни те пур-ха. Çавăн пек нумай хваттерлĕ çуртсенчен пĕринче ытлари кун «хĕрлĕ автан» ташлама пуçланă. Инкек пулнă вырăна пушар машинисем çийĕнчех çитнĕ, вут-çулăма сÿнтерме пикеннĕ.

Темĕнле тăрăшсассăн та пушарнăйсем çулăма çĕнтереймен. Йĕпреçсене пулăшма таврари ытти ялтан тата Канашпа Вăрнартан килнĕ автоцистернăсем те палăрăмлă витĕм кÿреймен: çичĕ çемье хÿтлĕх тупнă çурт икĕ сехет хушшинче çунса кĕленнĕ...

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тепĕр кунне Йĕпреçе ĕçлĕ çул çÿревпе килчĕ. Михаил Васильевич пушарта инкек-терт тÿснĕ çынсемпе тĕл пулчĕ. Таврара йÿçĕ тĕтĕм шăрши тăратчĕ, çурри таранах çунса ишĕлсе аннă çурт пĕренисен купи тĕлли-паллисĕр сапаланса выртатчĕ.

Пушар каçхине тухнă тăк вăл пысăк хăрушлăх патне илсе çитерме пултарнă. Çуртра пурăнакансенчен ытларахăшĕ ирхине ĕçе кайнă, хваттерсенче пĕчĕк ачасемпе ватăрах çынсем кăна юлнă. Çăлав служби вăхăтра килсе вĕсене вут-çулăмран тĕрĕс-тĕкелех илсе тухма пултарнă. 59 çулти Валентина Башмакова пÿлĕмре докуменчĕсене манса хăварнине аса илнĕ те çулăм алхасакан çурта тепĕр хут кĕнĕ. Çавăн чухне унăн тумтирĕ çунма пуçланă, хăйне урама çĕклесе тухнă тĕле ÿт-пĕвĕ 80 процент таранах пиçсе кайнă. Хĕрарăма çийĕнчех район больницине ăсатнă. Врачсем çирĕплетнĕ тăрăх - Валентина Башмакова пурнăçне çăлса хăварассишĕн ăста тухтăрсем кĕрешеççĕ.

- Эпир никама та тимлĕхсĕр хăвармăпăр, - терĕ Михаил Васильевич лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă хыççăн. - Вырăнти органсем инкеке лекнисене çийĕнчех шанчăклă хÿтлĕх тупса панă. Чылайăшне психологсен пулăшăвĕ те кирлĕ. Республикăри Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче пушарта инкек тÿснĕ çемьесене пулăшас ыйтăва пăхса тухăпăр. Çемьен кашни членне резерв фондĕнчен 100-шер пин тенкĕ уйăрса пама май тупăпăр.

Сăмах май, Йĕпреç район тата хула тăрăхĕн администрацийĕсем юрăхсăра тухнă çуртра пурăннă çынсене 2-шер пин тенкĕ укçа пама йышăннă. Хула тăрăхĕн депутачĕсен пуçарăвĕпе ăшă кĕпе-тумтир пухассине йĕркеленĕ.

- Çемье нимсĕр тăрса юлчĕ, - куççульне шăлса илнĕ май каларĕ Валентина Петушова. - Пĕр япала та илсе тухаймарăмăр. Хальлĕхе анне патĕнче пурăнатпăр. Унта тăвăр. Манăн икĕ ача.

- Сирĕн йывăрлăха питĕ лайăх ăнланатăп, инкекĕре чĕре çывăхне илетĕп, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Паллах, Йĕпреçре тăруках хваттерлĕ пулма çăмăл мар. Тен, эсир республикăн тĕп хулине куçса пырас шухăшлă? Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртес тетĕр пулсан кирлĕ документсене халех хатĕрлеме тытăнăр. Пурте саккун йĕркипе пултăр.

Валентина Владимировна Михаил Игнатьева хăйсемшĕн çапла тăрăшнăшăн чун-чĕререн тав турĕ. Республика Пуçлăхĕ çав кун Йĕпреç поселокĕнчи хăна çуртĕнче вăхăтлăх вырăн тупнă Косаревсен çемйипе те тĕл пулса калаçрĕ. Александр Яковлевичпа Ольга Ивановна Михаил Васильевича вырăнти пуçлăхсем йывăрлăхра хăварманни, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланни çинчен пĕлтерчĕç.

Инкек пур çынна та пĕр килĕшÿллĕ йыша пĕрлештерет. Тĕрĕсех иккен. Калинин урамĕнче пурăннă, кĕтмен-туман çĕртен килсе тухнă инкеке пула хальлĕхе урăх çĕрте хÿтлĕх тупнă çынсем те çакна пĕтĕм чун-чĕрипе туйса тăраççĕ. Республика Пуçлăхĕ ку ыйтăва кун йĕркинчех тытни те вĕсен шанăçне ÿстерет.

Пушар мĕн сăлтавпа тухнине тĕплĕн тĕпчесе палăртман-ха. Хальлĕхе вăл электропралук юрăхсăр пулнинчен килнĕ тесе шухăшлаççĕ. Тĕрĕссине тивĕçлĕ органсем уçăмлатĕç.

Йĕпреç район администрацийĕнче иртнĕ канашлура та Михаил Игнатьев çак пушарпа çыхăннă ыйтăвах çĕклерĕ, вут-çулăмра инкек курнисене тĕллевлĕн пулăшнипе пĕрлех çавăн йышши пулăмсенчен асăрханас тĕллевпе пурин те яваплăха ÿстермеллине, кашнин хăйне шанса панă ĕçе ăнлануллăн туса пымаллине палăртрĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ



Хыпар
04 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter