Черетлĕ тĕрĕслев ирттернĕ

Апрелĕн 1-мĕшĕнче Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнчи пĕтĕм техникăна тĕрĕслев витĕр кăларнă. Уя тухиччен хуçалăхри мĕн пур техника юсавлă пулни темрен те паха. Пĕлтĕр вĕсем 2,3 миллион тенкĕлĕх икĕ трактор, çурма прицепсем туяннă. Комисси членĕсем трактор-машинăсемпе агрегатсене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсем уя тухма хатĕр иккенне палăртнă.

Çавăн пекех «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнче те тĕрĕслев иртнĕ. Хуçалăхри кустăрмаллă 13 трактор, гусеницăллисенчен 3-шĕ, 8 прицеп юсавлисен ретĕнче. «Востокра» техника тĕрĕслевне кашни çулах тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Çакă кунти О.Никитин, Ю.Белков механизаторсен тăрăшулăхĕнчен те нумай килет.

Комсомольски районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=66&id=2503051&type=news&page=5

 




09 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter