Вăрлăх пахалăхĕ мĕнле?

Районти хăш-пĕр хуçалăхсем çур акине пысăк яваплăхпа ирттерес тесе тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсем тухăç илесси вăрлăхран нумай килнине лайăх ăнланаççĕ. Çавна май хĕл кунĕсенче вăрлăх пахалăхне лайăхлатас тесе тимлерĕç.

Кăçал çур аки валли хуçалăхсем пурĕ 25640 центнер пĕрчĕллĕ тĕш-тырă вăрлăхĕ хатĕрленĕ. Вĕсенчен 82 проценчĕ — акма юрăхлă. Анчах та апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕрĕсленĕ 2220 центнер вăрлăх таса мар, 2302 центнерĕн шăтаслăхĕ япăх. Апла пулин те хуçалăхсем вăрлăха кирлĕ шая çитерес тесе ĕçлеççĕ-ха. Сăмахран, Çĕрпÿри наукăпа ăслăлăх институтĕнчен «Рассвет», «Асаново», «Победа» хуçалăхсем, «Слава картофелю» агрофирма, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ пурĕ 830 центнер элита вăрлăх туяннă. Çавăн пекех «Дружба», «Алга» ЯХПКсем, «Сюрбеево» ООО урпан, туллăн элита вăрлăхĕсене илсе килнĕ. Пурĕ районти хуçалăхсем 2270 центнер элита вăрлăх кÿрсе килнĕ пулин те, ку сахал. Мĕнле те пулин акмалли вăрлăха çĕнетме тăрăшмалла.

Районти хăш-пĕр хуçалăх уйĕсем çум курăк ăшне путнине те пытарма кирлĕ мар. Çакăн пек анасенчен пысăк тухăç илесси иккĕленÿллĕ. Çум курăка пулах тырă пучахĕсем лайăх çитĕнеймеççĕ, пĕрчисем типеççĕ. Вăрлăх пахалăхĕ те, шăтаслăхĕ те чакать. Çавăнпа та уй-хирсене çум курăкран имçам сапни кăна çителĕксĕр, таса вăрлăх акма тăрăшмалла. Ытларах вара куриное просо, йыт пырши, овсюг, подмаренник цепкий, марь белая çум курăксем ытларах тĕл пулаççĕ. Вĕсем çĕр пулăхлăхне, тухăçлăха чакараççĕ те. Çум курăкпа кĕрешме питĕ йывăр, вĕсен вăррисем çĕр айĕнче 3—5 çул упранаççĕ.

Хуçалăхсенче тăрăшакансем кăçал çур акине пахалăхлă ирттерессе шанатпăр. Вăрлăха кирлĕ шая çитерсе, кондицие ларнисене çеç акасчĕ.

 Комсомольски районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=66&id=2503061&type=news&page=5



09 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter