Хĕрÿ вăхăт çывхарать

Урамра çуркунне çитни палăрма пуçларĕ: кунран-кун ăшăтса пырать. Эппин, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн хĕрÿ вăхăт çывхарать. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çур акине тухиччен, хирсенче тракторсен шавĕ илтĕнме пуçличчен нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Хуçалăхсем çак яваплă тапхăра мĕнле хатĕрленнине пĕлме район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе И.Х.Миннетуллинпа тĕл пулса калаçрăм.

— Илдус Хадзятович, çулпа çул пĕр килмест, теççĕ халăхра. Çакна кура мĕн лартасси-акассине те кашни çул тĕрлĕрен палăртаççĕ. Кăçал вара районти хуçалăхсем хăш культурăсене çитĕнтерме палăртнă?

— Пĕтĕмĕшле илсен, çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кăçал 10275 гектар çĕр лаптăкне йышăнĕç. Хуçалăхсем 1700 гектар — çĕр улми, 200 — пахча çимĕç, 130 — сахăр кăшманĕ, 450 — çу культурисем (çав шутра 150 гектар — горчица, 300 гектар — рапс), 3912 гектар выльăх апачлĕх культурăсем акма палăртнă. Çур акине кăçал пурĕ 16700 гектар çĕр çинче ирттермелле пулать. Çакна тума пĕлтĕр çителĕклĕ çĕртме туса хăварнă ĕнтĕ. Хăш-пĕр пĕчĕк лаптăксем çеç, тракторсене кĕртме май килменнипе, юлнă.

— Çак тапхăрта ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене пăшăрхантаракан тепĕр ыйту вăл — çунтармалли япаласемпе удобренисен калăпăшĕ. Ку енĕпе паянхи куна мĕн калама пулать-ши?

— Ака ĕçĕсене ăнăçлă тата вăхăтра ирттерес тесен районти хуçалăхсене пурĕ 400 тонна дизтопливо кирлĕ. Хальлĕхе пирĕн 320 тоннăна яхăн пур. 14 хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕксĕр. Çапах та çывăх вăхăтрах ку ыйтăва татса пама палăртнă. Акана тухнă çĕре ку енĕпе йывăрлăх пулмалла мар. Удобренисем çинчен вара çакна каламалла: пурĕ 2000 тонна минераллă удобрени илсе килме палăртнă, паянхи куна пирĕн 800 тонна пур. Ĕçсем малалла пыраççĕ. Чылай хуçалăх «Продфонд ЧР» ХУПран турттарать. Унта удобрение кредит майĕпе параççĕ: хакăн 50 процентне тÿрех тÿлемелле, тепĕр çуррипе вара октябрĕн 1-мĕшĕччен татăлмалла. Çакна укçан кăна мар, тырăпа та тума пулать. Ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн ку питĕ меллĕ.

— Çавăн пекех вăрлăх ыйтăвĕ çинче те чарăнса тăрас килет. Кĕркунне мĕнле тухăç пуласси мĕн акнипе тÿрремĕнех çыхăннă-çке.

— Кăçалхи çур акине ирттерме 2600 тонна вăрлăх кирлĕ. Унăн кондициллĕ пайĕ хальлĕхе 80 процентпа танлашать. Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăхсенче вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра хăшĕсем урăх çĕртен элитăллă вăрлăх илсе килеççĕ, ытти хуçалăхсемпе улăштараççĕ. Ака ĕçĕсем пуçланнă çĕре 100 проценчĕпех кондициллĕ вăрлăх пуласса шанатпăр. Аса илтеретĕп: акана пахалăхсăр вăрлăхпа пурнăçласан хуçалăхсене субсиди памаççĕ, кондициллĕ марришĕн вара субсиди шайне чакараççĕ.

— Çур аки вăхăтĕнче техника юсавлă, механизаторсем çителĕклĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçе пикенсен çеç çак ыйтусем тавра пуç ватмалла марри пурне те паллă. Районта ку енĕпе лару-тăру еплерех-ши?

— Ял хуçалăх продукцине туса илекен предприятисенче механизаторсем çителĕклĕ тесе калама пулать. Техникăна юсаса йĕркене кĕртесси, ытти çулсенчи пекех, çур акиччен чылай малтан пуçланнă. Хальхи вăхăтра Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕ хуçалăхсенче техосмотр ирттерет. Пĕрремĕш тĕрĕслевсем кăçал техникăна пĕлтĕрхинчен япăх мар хатĕрленине кăтартса пачĕç. Малалла та çавăн пекех пуласса шанатпăр.

— Хуçалăхсен ертÿçисене, тĕп агрономсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

— Енчен те апрельте çанталăк йĕркеллех пулсан, ака ĕçĕсем ăнăçлă иртессе шанма пулать. Ял хуçалăх предприятийĕсен хире тухма хатĕр тăмалла. Вăхăтра акса хăварни кĕркунне лайăх тухăç илме май парать. Ака уйăхĕнчи ыйхă — авăн уйăхĕнче хуйхă, тенĕ халăхра. Çакна асра тытса паянах пулас тухăç çинчен шутлама пуçласчĕ. Çур аки чăрмавсемсĕр ирттĕр!

Комсомольски районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=66&id=2503075&type=news&page=5



09 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter