Кирек мĕнле лару-тăрăва та хатĕр

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Республика территорийĕнче ака уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне çурхи шыв-шур енĕпе лару-тăру еплерех пулни çинчен ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ. Сăр 4,2 метр çÿллĕш хăпарнă, хăрушлăх кăларса тăратакан паллă шайне /730 сантиметр/ çитеймен-ха, Çавал юхан шывĕ 812 сантиметра çити хăпарнă, Çĕрпÿ хулине /пурăнмалли 211 çурт, 316 çын/ тата Виçпÿрт Салине /пурăнмалли 56 çурт, 84 çын/ шыв илес хăрушлăх тухса тăнă.

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче çĕрле, 7-мĕшĕнче ир енне Сăр тата Пасна юхан шывĕсем пĕрлешнĕ вырăнта Улатăр районĕнчи Борки ялĕнче пурăнмалли 20 çурта шыв илнĕ. Улатăр хулипе районĕнче - пĕтĕмпе пурăнмалли 36 çурта.

Республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче пуринче те чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас, ăна пĕтерес тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссисен оперативлă штабĕсемпе ушкăнĕсем талăкĕпех дежурство тăрассине йĕркеленĕ.

«Çанталăк прогнозĕсем тепĕр чухне тÿрре тухмаççĕ, çавăнпа шыв-шур вăхăтĕнче лару-тăру кирек мĕнле аталаннине те хатĕр пулмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов сывлăха çирĕплетмелли хула тулашĕнчи учрежденисене ямашкăн заявка кампанийĕ ирттерни çинчен пĕлтернĕ. 2013 çулта ачасен сывлăхне çирĕплетмелли кампание ирттерме ЧР муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен бюджечĕсенче 227970,1 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Пĕрремĕш кунхине кăмăл тăвакансенчен 11202 ыйтса çырни /путевкăсен пĕтĕмĕшле хисепĕн 76,3%/ илнĕ. Паянхи кун тĕлне путевкăсен 84,4% уйăрнă.

Республикăра универсал электрон карттине ĕçе кĕртни çинчен ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева каласа панă. Чăваш Ен Раççейри 2013 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне УЭКа ĕçе кĕртес енĕпе палăртнине 100% пурнăçланă 29 регион шутне кĕнĕ. Паянхи кун тĕлне 138 карттă панă, тата 132 карттă хатĕр.

2012 çулхи кĕркуннехи призыв кампанийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2013 çулхи ака-утă уйăхĕсенче Раççей Федерацийĕн гражданĕсене çар службине илме хатĕрленмелли тĕллевсем çинчен ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин доклад тунă.

Тĕп çар округĕн штабĕ 2013 çулхи ака-утă уйăхĕсене Чăваш Республики валли призыв нормине - 2069 çын - палăртнă.

В.ВАСИЛЬЕВ



Хыпар
09 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter