Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире  Ҫуркуннепе  Ӗҫ  уявӗ ячӗпе  саламлатӑп!

 

Ҫуркуннепе Ӗҫ – ҫӗнелӗвӗн аслӑ вӑй-хӑвачӗпе ҫыхӑннӑ уйрӑлми ӑнлавсем. Ҫуркунне – чӗрӗлӳпе ҫӗнелӳ тапхӑрӗ. Ҫав ҫутӑ та савӑк кунсенче ҫын пултарулӑх пархатарӗн, ырӑ улшӑнусемпе хавхалануллӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшне уйрӑмах ҫивӗч туять.

Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе тата лайӑх ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Паян республикӑри предприятисемпе организацисенче управленин ҫӗнӗ те тухӑҫлӑ мелӗсем, хальхи вӑхӑтри инновациллӗ технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ӳсет.

Экономика ӑнӑҫлӑ аталанни, инвестици программисене пурнӑҫлани, предпринимательлӗх ӗҫӗн хастарлӑхӗ вӑйланни республика бюджечӗн тупӑшӗсене ӳстерме, халӑх пурнӑҫӗн шайне тата унӑн пахалӑхне лайӑхлатма май пачӗҫ. Демографи лару-тӑрӑвӗ йӗркене кӗчӗ, 2012 ҫулта республикӑра юлашки 20 ҫул хушшинче пуҫласа халӑх хӑй халлӗн ӳснине шута илнӗ.

Хӑйсен пултаруллӑ ӗҫӗпе тӑван Чӑваш Ене тата та хитререх, пуянрах тӑвас тесе тӑрӑшакан мӗн пур ҫынна чунтан тав тӑватӑп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫурхи кӑмӑл-туйӑм, чун-чӗре ӑшшине тата телейпе юрату сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                                   М.Игнатьев

 



01 мая 2013
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter