Уй-хире çитсе килнĕ

Районта çурхи ака-суха ĕçĕсем анлă сарăлнă. Уяв кунĕсенче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Якимов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Вĕсем «Правдăпа» «Алмаз» обществăсене çитсе курнă. «Алмазра» акă 4 агрегат уй-хирте ĕçлет. «Агрофирма «Рабия» обществăра та ĕçсем анлă сарăлнă. «Новый путь» хуçалăхра çуртрисене 820 гектар çинче акма палăртнă. Кунта уй-хир ĕçĕсене 9 агрегат хутшăнать.



10 мая 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter