Элĕк районĕ: Çĕнетме пулăшаççĕ

 

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «1941-1945 çулсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» Указа пурнăçа кĕртессипе халĕ те ĕçсем малалла пыраççĕ. Асăннă документа тĕпе хурса Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене, çавăн пекех вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунисен çывăх çыннисене те пурăнмалли çурт-йĕре çĕнетме пулăшаççĕ. Указ пурнăçа кĕнĕренпе Элĕк районĕнчи 184 ветеран çурт-йĕр çĕклеме е туянма ирĕк паракан свидетельствăсем илнĕ. 2013 çулхи тăватă уйăхра ку çăмăллăхпа 22 çын усă курнă. 178 ветеран çĕнĕ хваттер туяннă, кăçал 18 çын пурăнмалли условисене лайăхлатнă.



11 мая 2013
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter