Канлĕх мĕнне пĕлмен, вăхăта ялан ĕçре ирттернĕ
Çак кунсенче Мăн Вылăри П.Борцова 100 çул тултарнă. Çав ятпа ăна Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов саламланă, РФ Президенчĕн В.Путинăн салам çырăвне тата парне панă.Пелагея Никитична Мăн Вылăра 1913 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Çемьери 13 ачаран вăл кăна халĕ юлнă. 18 çула çитсен ку ялти Андрей Борцова качча тухнă. Вăрçă çулĕсенче тăван хуçалăх ĕçĕсенчен уйрăлман. Мăшăрĕпе ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. П.Борцова фермăра та вăй хунă. Вăл канлĕх мĕнне пĕлмен, вăхăта ялан ĕçре ирттернĕ. 59 çулта çывăх çыннисĕр тăрса юлнă.Халĕ ватă мăнукĕн çемйипе пурăнать.