Чăваш Енĕн премьер-министрĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Енĕн премьер-министрĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Алексей Табаков 2013 çулăн пĕрремĕш çур çулта ĕç кăтартăвĕсем тăрăх 8308 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă пирки пĕлтернĕ, вăл 2012 çулхи кăтартусене пăхсан - 106 процентпа танлашать. Министр каланă тăрăх, палăртнă тапхăрта 65 инвестици проектне хута янă. Хальхи вăхăт тĕлне тата  370 инвестици проекчĕ  хатĕррине те асăннă. Çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕнче пысăках мар проектсене, вĕсен шутĕнче «Химпром» акционерсен уçă пĕрлешĕвне 2,5 млрд. тенкĕлĕх çĕнĕ проект вăя кĕртме палăртнă. ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин пĕлтернĕ тăрăх, республика территорийĕсенче муниципалитет çурт-йĕрĕсене тĕрĕслесе тăма май паракан органсене йĕркеленсе янă. Чăваш Республикинчи хуласемпе районсен администрацийĕсем пĕлтерĕ тăрăх, хальлĕхе Йĕпреç, Çĕрпӳ районĕсенче тата Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенче ĕçе йĕркелесе яманнине асăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Александр Иванов Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 68 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисен пĕтĕмлетĕвĕсем, пĕлтĕрхипе танлаштарса хăш-пĕр лайăх енсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăри хуласемпе районсенче 86 пине яхăн çын уяв мероприятийĕсене хутшăнса палăксем умне чĕрĕ чечек çыххисене хунă. Палăртма кăмăллă, Шупашкарта Çĕнтерӳ кунне халалласа ирттернĕ митинга 40700 çын хутшăннă, (2012 çулта – 37 пине яхăн çын пулнă). Чăваш Енĕн тĕп хулинче концертсем, куравсем, сăн ӳкерчĕксен пуххисен кăтартăвĕсем тата ытти тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем чылай иртнĕ. Республикăри мĕнпур хулапа районта пуринче те право йĕркине тĕрĕслесе тăракансемпе тачă çыхăнса ĕçленине кура йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртман. Уявсем кăмăллă та курăмлă иртсе кайнă.



13 мая 2013
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter