Аварире инкек тÿснĕ тата вилнĕ çынсен тăванĕсемпе çывăх çыннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ

2013 çулхи майăн 14-мĕшĕнче ирхине 8 сехет тĕлĕнче Пенза облаçĕнче «Пенза - Тамбов» автотрасса çинче Константиновка ялĕ çывăхĕнче хăрушă инкек пулнă. Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче пурăнакан гражданинăн микроавтобусĕ грузсем турттаракан МАЗ автомашинăпа çапăннă. Малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх, микроавтобусри 10 пассажир вилнĕ, 9-шĕ суранланнă. Пурте вĕсем Вăрмар тата Тăвай районĕсенче пурăнакансем. Хальхи вăхăтра суранланнисем Пенза хулинчи васкавлă пулăшу паракан больницăра пулăшу илеççĕ, вĕсемпе Раççей МЧСĕн Атăлçи регионĕнчи управленийĕн психологи енĕпе васкавлă пулăшу паракан Центрĕн специалисчĕсем ĕçлеççĕ. Специалист-психологсен иккĕмĕш ушкăнĕ Чăваш Республикине инкек тÿснисен тăванĕсене пулăшу кÿме килсе çитнĕ.

Çак аварире инкек тÿснĕ тата вилнĕ çынсен тăванĕсемпе çывăх çыннисене ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинетне инкек тÿснисене тата вĕсен çемйисене кирлĕ таран пулăшу парассине йĕркелеме хушнă.



14 мая 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter