Вăрçă ачисем

Çак ятпа иртрĕ ачасемпе учительсен тата ĕç ветеранĕсен тĕлпулăвĕ Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕнче. А. Юманова учительница хăнасемпе паллаштарчĕ.

– Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 6 çулхи ача пулнă. Вăрçă мĕнне ăнланман. Анчах атте вăрçа кайнине ас тăватăп: пÿрт тулли çын, анне, хĕрарăмсем йĕреççĕ, вĕсемпе пĕрле эпĕ те йĕретĕп,– пуçларĕ сăмахне халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Нина Федоровна Александрова.

«Эпĕ аттене ас тумастăп, вăл вăрçă пуçлансан 4 кунтанах , 1941 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче, фронта тухса кайнă, разведчиксен взвочĕн командирĕ пулнă. Атте ачашланине, ăс вĕрентнине курма пÿр-мен пулсан та атте пилĕпе пурнăç çулĕ тăрăх тÿрĕ чунпа утрăм»,– çапла каласа пачĕ Валерьян Владимирович Егоров.

«Вăрçă чарăннă куна питĕ лайăх астăватăп. Майăн 9-мĕшĕнче пĕтĕм шкул, ял çыннисем урама тухнăччĕ, кашнийĕн пит-куçĕ савăнăçпа тулнăччĕ. Вăрçă хыççăн пурнăç çулран-çул лайăхланма пуçларĕ»,– çапла аса илчĕ хăйĕн ачалăхне ялти хисеплĕ колхозник, 5 ывăл ашшĕ, 7 мăнук аслашшĕ Павел Андреевич Падиаров. (А. ЮМАНОВА, Виçпÿрт Шăмăршăри тулли мар вăтам шкулĕн учительници).



14 мая 2013
08:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter