Уяв лайăх иртнĕ

Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков 2013 çулхи 1-мĕш кварталта республикăн тĕп капиталне 8308 млн тенкĕ инвестици хывнине пĕлтернĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 106% ытла. Министр каланă тăрăх - тăватă уйăхра 5 млрд ытла тенкĕлĕх 65 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Инвестици проекчĕсен реестрне 6,8 млрд ытла тенкĕлĕх çĕнĕ 93 проект тĕлĕшпе кăтартусем килнĕ. Хальхи вăхăтра инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 174 млрд тенкĕпе танлашакан 370 проектпа ĕçлеççĕ.

Инвестици ĕç-хĕлне организацисен тупăшĕнчен илекен налукăн республика бюджетне хывакан пайне тÿлес тĕлĕшпе çăмăллăх парса патшалăх енчен тĕревлес тĕллевпе 1-мĕш кварталта инвестици политики енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче 284,7 млн тенкĕлĕх 3 инвестици проектне тишкерсе ырланă. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче халĕ ĕçлекен промышленноç предприятийĕсен территорийĕнче производствăна çĕнетессипе çыхăннă пысăках мар проектсене пурнăçлама палăртнă, çавăн пекех «Химпром» АУОра çĕнĕ пысăк проекта /2,5 млрд яхăн тенкĕлĕх/ ĕçе кĕртесшĕн.

ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин республика территорийĕнче муниципалитетсен çурт-йĕр тĕрĕслевĕн органĕсене туса хуни çинчен пĕлтернĕ. Районсемпе хуласен администрацийĕсем панă информацирен çакă паллă: асăннă йышши органсене Йĕпреç, Çĕрпÿ районĕсенче, Улатăр тата Çĕмĕрле хулисенче йĕркеленĕ. Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш тата Шупашкар районĕсем çав тĕрĕслев органĕсене туса хурассипе çыхăннă ĕç пирки инспекцие вăхăтра информаци паман.

Вице-премьер - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 68 çул çитнине халалланă мероприятисем мĕнле иртнипе паллаштарнă. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса «Ас тăвăм çурти» акци иртнĕ, йăлана кĕнĕскере 3 пин çын хутшăннă. Ку мероприяти официаллă мар, ăна йĕркелесси çинчен çамрăксен хушшинче Интернет урлă информаци сарнă.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăри хуласенче тата райцентрсенче 86 пин ытла çын уяв мероприятийĕсене, митингсене, палăксен умне, ас тăвăм вырăнĕсене чечексем хума хутшăннă. Шупашкарта Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисене 40,7 пин /пĕлтĕр - 37 пин/ çын хутшăннă. Парксемпе кану вырăнĕсенче уяв концерчĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, картинăсемпе сăн ÿкерчĕксен куравĕсем, ытти мероприяти йĕркеленĕ. Вырăнсенчи влаçсем, право хуралĕн органĕсем лайăх ĕçленине кура уяв мероприятийĕсем лăпкă иртнĕ, йĕркелĕхе пăснипе çыхăннă пăтăрмахсем пулман.

 

Д.АНТИПОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
14 мая 2013
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter