Республикăн 2013-2020 çулсенчи «Сывлăх сыхлавне аталантарасси» патшалăх программине йышăннă

Чăваш Республикин премьер-министрĕ Иван Моторин Республика Правительствин ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи ыйтăвĕсене тишкересси пурăнмалли çурт-йĕр строительствин аталанăвне пулăшмалли саккун положенийĕсене пăхса тухнинчен пуçланнă. Федераци саккунне пурнăçлама Чăваш Енре те тивĕçлĕ саккун проектне хатĕрленĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хваттерсемпе тивĕçтермелли граждансен списокĕсене хатĕрлемелли йĕркепе паллаштарнă. Унпа килĕшӳллĕн чи малтан хваттер памаллисен шутĕнче юрăхсăра тухнă тесе йышăннă çуртсенче пурăнакансем пулаççĕ. Унтан - нумай ачаллă çемьесем, çамрăк çемьесем, патшалăх тытăмĕсенче ĕçлекенсем. Юлашкисене илес тĕк - вĕсен хайхи черете кĕмешкĕн 3 çултан кая мар ĕç стажĕ пулмалла. Тепĕр ыйту  çурт-йĕр пиркиех пулнă - тăлăхсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтересси. Юлашки çулсенче республикăра 722 çамрăка хваттер панă. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен калакан саккуна кĕртме хатĕрленĕ улшăнусемпе паллаштарнă. Правительство республика шайĕнчи наградăсен списокне анлăлатнă - «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ предпринимателĕ» хисеплĕ ят пулать. Тĕрĕссипе, ЧР Пуçлăхĕ кун пирки нарăс уйăхĕнчех указ кăларнăччĕ - ăна пурнăçласа тунă йышăну. Вице-премьер - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Александр Иванов çак ята парса камсене чысламаллипе паллаштарнă. Предпринимательлĕх енĕпе 10 çултан кая мар ĕçленĕ çынсем хисеплĕ предприниматель ятне илме пултарĕç. Чăваш Ен бюджетне кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçлани çинчен калакан отчета çирĕплетме вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă. Пĕрлештернĕ бюджета 27% ирттерсе пурнăçланă. Вице-премьер-сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойловăн республикăн 2013-2020 çулсенчи «Сывлăх сыхлавне аталантарасси» патшалăх программи çинчен каласа кăтартнă. Сăмаха пуçарнă май, юн çÿревĕн тытăмĕн чирĕсене, тулашри сăлтавсене пула нумай çын вилни çинчен асăнса хăварнă.  «Пурпĕрех пирвайхи медпулăшу тытăмне, профилактика ĕçне аталантарăпăр, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине вăйлатăпăр», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă.

 



15 мая 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter