Каçал ен районĕ: музее йыхравлатпăр

Çулталăк пуçланнăранпа районти «Çĕр тата çынсем» музейре 3 выставка иртрĕ. Акă, майăн 15-мĕшĕнче те музей ĕçченĕсем Çемье кунне халалласа «Пĕтĕм çемьепе — музее» тÿлевсĕр экскурсисем йĕркелеççĕ.

Çитес кунсенче вара, майăн 17-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне халалласа Уçă алăксен кунĕ иртет. Пурне те музее çитсе курма йыхравлатпăр!



15 мая 2013
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter