Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа уçă калаçу ирттерет

2013-мĕш çулхи майăн 27-мĕшĕнче Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа уçă калаçу ирттерет. Калаçăва Чăваш Енре пур ялпа хулара пурăнакансемпе пĕрлех Наци радионе интернетпа республика тулашĕнче тата ют çĕр-шывсенче итлекен йăхташăмăрсем те хутшăнма пултараççĕ. Хăвăра хумхантаракан ыйтăвăра Республика Пуçлăхне маларах 62-12-66, 62-13-20 телефон номерĕсемпе е энрадио пĕчĕк йыт мейл пăнчă ру  nradio@mail.ru электронлă адреспа тата Чăваш Республики Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-службине - press@cap.ru, press1@cap.ru, press2@cap.ru  пĕлтерсе хума пултаратăр. Сирĕн ыйтăвăрсене халех йышăнма пуçлатпăр. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче 62-30-88 тата 62-12-66 номерсемпе шăнкăравламалла.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа уçă калаçу майăн 27-мĕшĕнче 12 сехетре пуçланать.



15 мая 2013
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter