Вăрмар районĕ: ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пурĕ 11 пин те 763 гектар çинче акмалла пулсан, майăн 14-мĕшĕ тĕлне 10 пин те 138 гектар çинче акса хăварнă (86,2 процент). Ку енĕпе «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ малтисен ретĕнче. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2 пин те 065 гектар çинче акса пĕтернĕ те. Çавăн пекех «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи - 920, «Шигали» ЯХПК - 1000, «Ямуков Г.Н.» - 920, «Сапаркин А.Г.» - 650, «Вăтам Энĕш» хуçалăхра 940 гектар акса хăварнă. Хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» лартас ĕç кал-кал пырать. Çĕр улми районĕпе 1 пин те 509 гектар лартмалла пулсан - 279 гектар (18 процент) лартнă. Çак ĕç «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче уйрăмах аван пырать. Унсăр пуçне хăмлан тĕп тымарĕсене 24 гектар (100 процент) çинче касса пĕтернĕ.



15 мая 2013
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter