Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗпе ячĕпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем! Сире ырӑ та ҫутӑ уявпа – Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗпе саламлатӑп!


Ҫемье – ҫынна шӑпа парнелекен чи хаклӑ пуянлӑх. Хӑйне ӑнланакан, йывӑр самантра пулӑшма хатӗр ҫывӑх ҫынсем ҫумра пулнӑ чухне унӑн вӑй-халӗ палӑрмаллах ӳссе хӑватланать.
Ҫемье – обществӑн пахаран та паха пайӗ, патшалӑх тӗрекӗ, куль-турӑпа халӑх йӑли-йӗркин шанчӑклӑ управҫи. Тӑван ҫӗр-шыва юратма тата хамӑр таврари ҫынсене хисеплеме пиртен кашниех ҫемьере хӑнӑхса ӳсет.
Чӑваш Республикинче ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетме пулӑшасси политикӑн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Патшалӑх паракан тӗрлӗ енлӗ пулӑшӑва пула ҫамрӑк ҫемьесен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатмалли майсем йӗркеленеҫҫӗ. Ача амӑшӗсене тата ачалӑха хӳтӗлемелли мерӑсем те ҫулсерен вӑйланса пыраҫҫӗ. 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш ача е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралнӑ ҫемьесене республикӑн амӑшӗн капиталӗпе тивӗҫтеретпӗр. 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш ача е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралнӑ ҫемьесем ача виҫӗ ҫула ҫитиччен кашни уйӑхра паракан тӳлеве илсе тӑраҫҫӗ.
Паянхи уяв вӑл – тӑван кил-йыша юрату парнелеме, уншӑн тӑрӑшма, хамӑра тӗрлӗ инкек-синкекрен сыхласа ырӑлӑх ытамӗнче пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн атте-аннемӗре пӗтӗм чунтан тав тума сӑлтав туса паракан тепӗр лайӑх май та.
Ҫывӑх ҫыннӑрсемпе хӑвӑр хушӑри ӑшӑ хутшӑнусене сыхласа упрӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, ӑнланма тӑрӑшӑр, ятлаҫасран асӑрханӑр! Сирӗн ҫемйӗрте яланах тӑнӑҫлӑхпа юрату тата ҫураҫу хуҫалантӑр!

Чӑваш Республикин
      Пуҫлӑхӗ                                                                                   М.Игнатьев



15 мая 2013
07:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter