Патшалăх хÿттинчи çемьесем тĕреклĕ

Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, унăн çумĕ Александр Медюков, ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, республикăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева хутшăнчĕç.

«Кунта эпир пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă тăвас умĕн пухăнтăмăр. Асăннă тĕл пулăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килмеллеччĕ, анчах Китайри визита пула хутшăнаймарĕ. Çапах та сирĕнпе курнăçмашкăн вăл вăхăт тупатех, мĕншĕн тесен асăннă мероприятие йĕркелессишĕн вăл çине тăчĕ. Ачаллă çемьесене патшалăх тата мĕнпе пулăшма пултарнине, çамрăк ашшĕ-амăшне демографи лару-тăрăвне лайăхлатмашкăн пуçаруллă хутшăнтармашкăн еплерех мерăсем йышăнмаллине пĕлесшĕнччĕ Михаил Васильевич. Çемьере пĕрремĕш ачана кун çути пама тăхтаса тăракансем те пур вĕт, - пĕлтерчĕ Алла Самойлова мероприятие уçнă май. - Паян эпир сире, нумай ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне, канăç паман чылай ыйтăва хускатăпăр, вĕсене уçăмлатмалли çул-йĕре пĕрле тишкерсе хамăр ума çĕнĕ тĕллевсем лартăпăр. Çапла вара çĕнĕ проектсем кирлине туйса илĕпĕр. Сывă та тĕреклĕ çемьен ячĕ-шывне ÿстерессишĕн тăрăшмалла пирĕн. Ку енĕпе, тен, обществăн çĕнĕ юхăмне пуçарса яма, шкулсенче ятарлă уроксем кĕртме тивĕ. Сире пурне те калаçăва пуçаруллă хутшăнма, кирек мĕнле ыйту, çав шутра, хăвăр шухăшăрпа, влаç органĕсемшĕн килĕшÿллех мар пек туйăнаканнине те, хускатма сĕнетĕп. Уççăн калаçни влаç тытăмĕн представителĕсене ашшĕ-амăшне мĕн канăçсăрлантарнине уçса парĕ. Çакă мĕншĕн кирлĕ тетĕр-и? Ачасене ку тĕнчере тăнăçлăрах пулма, вĕсен малашлăхне телейлĕ тума».

Владимир Иванов министр шухăшĕпе - шкул тата çемье уйрăлми çыхăннă. Ашшĕ-амăшне мĕн хумхантарни вĕренÿ тытăмĕн яваплă çыннисене те канăçсăрлантарать. Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ илме пулăшнипе пĕрлех тивĕçлĕ воспитани парассине хакламалла, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентмелле тата пурнăçра пуçаруллăрах пулмашкăн хавхалантармалла.

«Çавра сĕтеле» пухăннисем - халăхра ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем, вĕсем йышлă ывăл-хĕр çитĕнтереççĕ, пурте - тăнăçлисен шутĕнче. Çапах та татса паман ыйту сахал мар. Пилĕк ача амăшĕ Елена Васильева йышлă ашшĕ-амăшне патшалăх наградисемпе тивĕçтернипе, уйăхсерен паракан пособие камсене панипе интересленчĕ. Светлана Дмитриевăна амăшĕн капиталне упăшки хăçан илме пултарнине пĕлесшĕн пулчĕ, Ирина Краснова вĕренекенсене учебниксене тÿлевсĕр валеçес тата шкул формине çирĕплетес йĕркесемпе кăсăкланчĕ. Светлана Кудрявцевăна хумхантаракан ыйту - пепкене ясли-садика çÿретнĕшĕн тÿлемелли виçе, пилĕк ачаллă /иккĕшĕ - инвалид, вĕсенчен пĕрне çемьене йышăннă/ Валентина Мешковăна сусăр хĕрĕсене пурте çÿрекен учрежденисене вырнаçтарасси пăшăрхантарать. Тĕрĕссипе, хевтесĕрсене унашкал заведенисенче хапăл тумаççĕ, мĕншĕн тесен чирлĕскерсемпе ытларах ĕçлеме тивет тата ытти те.

Алла Самойлова, Владимир Иванов тата Александр Медюков кашнин ыйтăвнех туллин хуравлама тăрăшрĕç, çийĕнчех татса пама май килменнисене тĕплĕн сÿтсе явнă хыççăн уçăмлатма шантарчĕç.

Чăн та, хăшĕ-пĕрин кăмăлне тивĕçтерме май килмерĕ, вĕсен пăшăрханăвне сирмешкĕн саккун урлă сиксе каçма май çук. Сăмахран, йышлă çемьеллисене хула транспорчĕпе çÿреме çăмăллăхлă билет туса хумашкăн, сусăрсене аслă шкула чи малтан йышăнмашкăн /«Вĕренÿ çинчен» çĕнĕ саккун ирĕк памасть/, коммерци наймĕн шучĕпе тара илнĕ хваттере харпăрлăха куçарма çăмăллăхлă кредита тивĕçмешкĕн. Чăн та, кун пек чухне саккун кăларакан органсене обществăн пĕр-пĕр организацийĕ пархатарлă пуçарупа тухма пултарать. «Çавра сĕтел» тĕл пулăвĕнче республикăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева шăпах çапла тума сĕнчĕ: нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе хĕрарăмсен юхăмĕ çумĕнче ятарлă тытăм туса хума шантарчĕ.

Тĕл пулăва пухăннисем пурлăх ыйтăвĕсене хускатнипе пĕрлех çамрăк ăрăвăн чунне пуянлатасси-тĕреклетесси пирки те нумай калаçрĕç, шкулсенче çемье пурнăçĕн этикипе психологийĕн урокĕсене çĕнĕрен йĕркелесе яма кирлине, иртнĕ тапхăрти çамрăк паттăрсен ырă тĕслĕхне манăçтармалла маррине палăртрĕç. Мĕнех, ун чухне те çемьене тĕрек паракан ырă, малалла талпăнма хавхалантаракан тĕслĕх сахал мар пулнă вĕт. Çиччĕ виçсе пĕрре касмасăр вĕсене сирсе пăрахни вырăнсăр.

 Валентина СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 мая 2013
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter