И. А. Андреев профессора халалланă конференци

Ака уйăхĕн 15-мĕш кунĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ (ертÿçи Ю. М. Виноградов доцент) «И.А. Андреев профессорăн чĕлхе вĕрентĕвĕнчи концепци никĕсĕ тата вăл теорипе практика аталанăвне витĕм кÿни» регионсен ăслăлăхпа практика конференцине ирттерчĕ. Конференцие институт ректорĕ Е.В.Казакова саламлă сăмахпа уçрĕ, пирĕн республикăра И. А. Андреев шайĕнчи тĕпчевçĕ сайра пулнине палăртрĕ, профессорпа пĕрле ĕçленĕ вăхăта ăшă кăмăлпа аса илчĕ. Тĕп ларăва пуçтарăннисене вĕренÿ министрĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ С. В. Кудряшов ăнăçлăх сунса саламларĕ, И. А. Андреевăн мăшăрĕ Евгения Яковлевна тата хĕрĕ Татьяна Ивановна тав сăмахĕсем каларĕç. Тĕп ларура икĕ доклад пулчĕ. Пĕрне «Хăй шкулне никĕсленĕ учёнăй» темăпа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕн пуçлăхĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.М. Виноградов доцент, тепĕрне «Иван Андреевич Андреев – шкул учебникĕсен авторĕ» темăпа Элĕк районĕн Юнтапа шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, аслă категориллĕ учитель З.И. Леонтьева З. И., Шупашкар хулин 44-мĕш лицей шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Е. Н. Леонтьева турĕç. Малалла конференци виçĕ модульпе ĕçлерĕ. «И.А. Андреев профессорăн чĕлхе вĕрентĕвĕнчи концепци никĕсĕ» модуль ларăвĕнче 5 çын тухса калаçрĕ: Г. Н. Семёнова – ф. ăсл. д., Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, Ю.Н. Исаев - ф. ăсл. к., доцент, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ, А.П. Долговăпа П. Я. Яковлев - ф. ăсл. к., Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕсем, А.В. Волкова - ф. ăсл. к., Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕн доценчĕ. «Чăваш чĕлхине чăваш шкулĕнче вĕрентессин теорийĕпе практики» модуль ларăвĕнче палăртнă 7 докладран 6 доклад пулчĕ. Тухса калаçакансем И. А. Андреев профессорăн ăслăлăх концепцийĕ чăваш шкулĕн вĕренÿ содержанине никĕсленине палăртрĕç. Ку содержание алла илме çăмăл, мĕншĕн тесен теори тăван чĕлхен чăн тытăмне тĕрĕс кăтартать. Чĕлхе тытăмĕпе килĕшсе тăракан пĕлĕве ачасен ăс-тăнне çитермелли методикăна тупма та йывăр мар. «Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентессин теорийĕпе практики» модуль ларăвĕнче 11 доклад пулчĕ. Кунта тухса калаçакансем ытларахăшĕ шкул учителĕсем пулчĕç. Вĕсем И. А. Андреев профессорăн хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли концепцине, программа тытăмне, содержанине, вĕренÿ кĕнекисене ырларĕç, вĕсем малашне те тĕпре пулмаллине палăртрĕç. Конференци И. А. Андреев учёнăйăн ятне ĕмĕрлĕхе асра хăварма малашне тумалли ĕçсене палăртрĕ: унăн наука концепцийĕпе теорине аталантарас, практикăра анлă сарас тĕллевпе конференцисем, çавра сĕтелсем ирттерессине йăлана кĕртес, ĕçĕсен пуххине кăларас. Хутшăннисем пурте пĕр саслăн конференци ăнăçлă иртнине палăртрĕç. Конференцире И. А. Андреев профессорăн чи пĕлтерĕшлĕ статйисене пухса учёнăйсене, учительсене куллен-кун кирлĕ кĕнеке кăларма сĕнÿ пулчĕ.

 (Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви)



16 мая 2013
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter