Иван Моторин «Букет Чувашии» акционерсен уçă пĕрлешĕвне çитсе килнĕ

Паян, çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Букет Чувашии» акционерсен уçă пĕрлешĕвне çитсе килнĕ. Çĕнĕ хута янă йӳçек мар сăра туса кăларакан производство линие савăнăçлă лару-тăрура уçнă пулăма хутшăннă. 8,6 пин кв.м. лаптăк йышăнакан нумай сийлĕ склада 2010-мĕш çулта чӳк уйăхĕнче çавăрма пуçăннă пулнă. Палăртнă строительство проекчĕ 20 млн. тенкĕллĕх. Предприяти ертӳçи Дмитрий Круглов палăртнă тăрăх, проекта пурнăçа кĕртме «Сбербанк России» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнчен сутăн илнĕ укçа пулăшу кӳнине асăннă.  «Букет Чувашии» ОАО çĕнĕ инвестици проект шучĕпе пысăк цехсем хута ярассипе те тимлет. Квас  туса кăларма май паракан çĕнĕ йышши хатĕрсене те кӳрсе килнĕ. 180 çын валли хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Чăваш Енĕн премьер-министрĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче «Букет Чувашии» ОАО яланах хăйĕн таврĕсене туянакансене тупнине палăртса хăварнă. Паллах, кун йышши предприятисем хута кайса тупăшлă ĕçлени, пирĕн региона малашне те вăй илсе пыма май панине каланă. Пухăннă сумлă хăнасем предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă.



16 мая 2013
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter