Елчĕк районĕ: литература тĕнчинче

Çу уйăхĕн  16-мĕшĕнче Курнавăш ял  библиотекинче Надежда Михайловна Кузнецова социаллă педагог  ертсе пынипе 3-мĕш класра вĕренекенсемпе  литература каçĕ иртрĕ.  Унта ялти чи сумлă та хисеплĕ çын Николай Иванович Круглов хăнара пулчĕ. Хăйĕн калаçăвĕнче вăл пурнăç çулĕпе паллаштарчĕ, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене аса илчĕ. Салтакра чухне çырнă хăш-пĕр сăввисене ачасене  каласа пачĕ. 1946 çулта  «Тăван  Атăл» журналта пичетленнĕ Краснов-Кĕçĕнни  çырнă «Виçĕ хĕр» поэмăна, ялти культура çуртĕнче  иртекен уявра вуласа панине, паянхи пекех астуса каласа кăтартни пуриншĕн те тĕлĕнмелле пулчĕ. Вăл паянхи кун та ял историне, ялти çынсен пурнăçне район, республика хаçачĕсенче çутатать. Унăн статьисем тарăн шухăшлă, нумай пĕлтерĕшлĕ. Ял библиотекинче тăтăшах пулса çĕнĕ кĕнекесемпе паллашсах тăрать хисеплĕ ватă. Унăн статьисен тата сăввисен пуххи ял библиотекинче те упранать.

    «Пулас ăрушăн çакăн пек тĕл пулусем уйрăмах пысăк витĕм кÿрĕç», - тесе палăртса хăварчĕ  Раиса Онуфриевна  Горшкова библиотекарь.



17 мая 2013
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter