Елчĕк районĕ: çут çанталăк илемĕ чăваш поэчĕсен куçĕпе

Районти тĕп вулавăшра сăвă çырма, вулама юратакансен фестивалĕ иртрĕ. Кăçалхи çул тăван тавралăх сыхлавĕн çулталăкĕ пулнă май фестиваль «Çут çанталăка упрас, сыхлас» ятпа иртрĕ.

Çут çанталăк этем пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине пула, кунта чăваш çыравçисен çут çанталăк çинчен çырнă хайлавĕсене, ачасем хăйсем шăрçаланă сăввисем шăранчĕç. Фестивале 53 вĕренекен тата 8 вĕрентекен хутшăнчĕç.

Жюри членĕсем канашланă вăхăтра библиотека ĕçченĕсем çамрăк сăвăçсене «Çут çанталăк илемĕ чăваш поэчĕсен куçĕпе» куравпа паллаштарчĕç. Çавăн пекех ачасем çут çанталăкпа çыхăннă викторина ыйтăвĕсем çине хуравсем пачĕç. Пултаруллисем парнесене тивĕçрĕç.  



17 мая 2013
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter