Раççейри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Председателĕ Екатерина Лахова: «Чăваш Енре нумай ырă ĕçсем пулса иртеççĕ»

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе - Раççейри Хĕрарăмсен канашĕн Председателĕпе Екатерина Лаховăпа тĕл пулнă. Сумлă хăна республикăна регионсем хушшинче ирттерекен конференцие хутшăнма килсе çитнĕ. Михаил Игнатьев Екатерина Лаховăна Чăваш Ен çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Екатерина Лахова Раççейри Хĕрарăмсен канашĕн Председателĕ пулнă май, çемьесен институтне çирĕплетессипе пысăк вăй хурать. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Чăваш Енре кун йышши пысăк мероприятие йĕркелесе ирттерсессине те ăнсăртран мар суйласа илнине палăртса хăварнă. «Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳре, социаллă политикăра тата ытти тытăмра пысăк çитĕнӳсем пулса пыраççĕ. Ачасемпе амăшĕсене хӳтĕлес ĕç те  кăтартуллă шайра. Пĕр килти пек туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе 126 наци представителĕсем пурăнаççĕ. Республикăра Хĕрарăмсен канашĕн тытăмĕ тĕслĕх вырăнĕнче. Организацин ĕçĕ пурне те савăнтарать, районсемпе хуласенче йĕркеленĕ Хĕрарăмсен ушкăнĕ те витĕмлĕ ĕçлет. Уйрăмах çакна палăртма кăмăллă: çемьесен институтне пулăшасси – тĕп политикăн çул-йĕрĕ тесен те йăнăш мар. Чăннипех те килĕшес пулать – ачана çемьерен лайăхрах никам та хӳтĕлеймĕ», - тесе палăртнă Екатерина Лахова.

 Тĕплĕнрех



20 мая 2013
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter