Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Малтанах Михаил Васильевич федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен делегацийĕн йышĕнче хăй Китайра ĕçлĕ çул çÿревре пулни çинчен каласа панă. Раççей регионĕсен ертÿçисем асăннă çĕр-шыва официаллă майпа çапла пуçласа кайнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе, çак визит патшалăхсен çыхăнăвне çирĕплетме тивĕç. Китайра Чăваш Енĕн экономикăпа инвестици майĕсен презентацийĕ пулнă, экономикăра тата гуманитари сферинче çыхăну тытса ĕçлемелли протокола алă пуснă. М.Игнатьев Китайпа çыхăну тытса ĕçлеме пултаракан предприятисен списокне хатĕрлеме хушнă. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи тăватă уйăхра республикăра ĕçлекенсен мĕн пур категорийĕн, РФ Президенчĕн пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 597-мĕш указĕнче палăртнăскерсен, вăтам ĕç укçин ÿсĕмне тивĕçтернĕ. Çак категорисен вăтам шалăвĕ Экономика аталанăвĕн министерстви шутласа палăртнă прогноз шайĕнчен те иртнĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан врачсен ĕç укçи 109,4% /25784 тенкĕ/ çитнĕ, вăтам медперсоналăн - 108,7% /14,7 пин тенкĕ ытларах/, кĕçĕн медперсоналăн - 136,2% /8,8 пин тенкĕ ытларах/. Çамрăк граждансене пĕчĕк предпринимательлĕх сферинчи проектсене пурнăçламашкăн грантсемпе пулăшни çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков каласа панă. Пĕтĕмпе 68 заявка йышăннă, вĕсенчен 57-шне тивĕçлĕ комиссире пăхса тухма сĕннĕ. Тишкернĕ май пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 15 субъекчĕн бизнес-планĕсене ырланă. Комисси чи лайăх хак панă 10 бизнес-план валли 300-шер пин тенкĕ уйăраççĕ. Финанс пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле виçи - 3 млн тенкĕ. Спорт министрĕ Сергей Мельников кăçал çуллахи тапхăрта республикăра пĕтĕм Раççей шайĕнчи 14 спорт мероприятийĕ, пĕтĕм тĕнчери парашютистсен ăмăртăвĕ иртесси çинчен пĕлтернĕ. Иртнĕ эрнере Вĕренÿ тата Информполитика министерствисем республикăри 80 шкулта патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе кÿмелли уçă видеоурок ирттернĕ. Ку эрнере республикăри ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи пухăвне йĕркелеме палăртнă, унăн темисенчен пĕри - ачасене шар куракансене Интернет сетĕнче шыраса улталакансенчен, пусмăрлакансенчен хÿтĕлесси. (В.Алексеев)



20 мая 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter