Шупашкар хулинче ачалăха халалланă скульптурăна уçнă

  Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Хĕрарăмĕсен канашĕн Председателĕпе, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Екатерина Лаховăпа тĕл пулнă. Паллă кун Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницин перинаталь центрĕ çывăхĕнче ачалăха халалланă скульптурăна уçма тата «Юрату кĕл чечекĕ» сквера хывма хутшăннă. Михаил Игнатьев асăннă медицина учрежденийĕнче пĕлтĕр «Çире пур чиперкке» фестиваль йĕркеленине аса илтернĕ хыççăн Екатерина Филипповна, хăйĕн кун-çулне ача çураттарассипе çыхăнтарнăскер, чăннипех тĕлĕннĕ. Республика Пуçлăхĕ перинаталь центрĕн ертӳлĕхĕнчен умри тĕллевсене мĕнлерех пурнăçлани çинчен ыйтннă. Мĕнех, кунта та кăтартусем чи лайăххисем. Михаил Игнатьев Владимир Нагорнов ăсталанă скульптура ача çуратма хатĕрленекенсемшĕн лайăх парне пуласса палăртнă, хăйĕн пархатарлă шухăшне асăннă ĕçре тĕпе хума пултарнăшăн автора тав тунă. Раççей Хĕрарăмĕсен канашĕн Председателĕн шухăшĕпе - çут тĕнчене килнĕ çĕнĕ кайăкăн сăнарне скульптурăра калăплани - Атăл тăрăхĕнче пĕртен пĕрре. Мăшăрĕсем çăмăлланасса кĕтекен упăшкисем кунта савăнăçлă хыпар пĕлтерессе кĕтсе ларĕç, амăшĕн телейне туйнă хĕрарăмсем пепкисемпе уçăлса çÿрĕç. Çамрăк мăшăрсем те туй хăнисемпе пĕрле çак вырăнта ятарласа чарăнса тăрĕç. Тĕплĕнрех



20 мая 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter