Шăмăршă районĕ: аваллăхсăр пуласлăх çук

Эпир пурте хамăрăн тăван яла, тăван тăрăха, халăха юрататпăр, такмак-юрăсене, йăла-йĕркене, ватăсене, вĕсен иртнĕ кун-çулне хисеплетпĕр. Хуть ăçта пулсан та пирĕн тăван кĕтеспе, паллă ентешсемпе мухтанмалла, хăнасем пирĕн пата килсен вĕсене чи лайăххине, хаклине кăтартма тăрăшмалла. Çапла пулмалла та вăл.

Тивĕçлипе мухтанма, хавхаланма, киленме вара мĕн те пулсан кăтартмалли пур пулсан кăна меллĕ. Сăмахпа кăна каласа панине пурте ĕненсех пĕтермеççĕ. Хуть те мĕн чухлĕ ĕнентер пирĕн чăваш тумĕ, чăваш тĕрри чи илемли тесе, куçпа курмасан, тытса пăхмасан пуш параппан çапни кăна пулĕ.

Мĕн авалтанах çынсем хăйсен ăс-тăнпа пурлăх культурине упраса малашнехи ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшнă, тепĕр ăру вара çакна татах та аталантарса малашлăх куравĕ-сем валли хăварнă. Çапла ăруран-ăрăва халăхсем хăйсен историне çырса пынă, пурлăх культурине, ăсталăхне кăтартма музейсем, библиотекăсем, çамрăк ăрăва вĕрентсе пыма шкулсем уçнă, хăйсен пуçтарăнса пынă ăс-тăн пултарулăхне вара кĕнекесенче çырса хăварнă. Хăш халăх хăйĕн историне, культурине, чĕлхине сыхлама-упрама пĕлмен – вăл хавшак пулнă, пулать те, ăна тăшмансем çĕнтернĕ, çав халăхăн пуласлăхĕ пулман, вăл пĕтсе ларнă. Кун пек тĕслĕхсем вара историре сахал мар.

Мĕн тăватпăр-ха эпир – ертÿçĕсемпе тавра пĕлÿçĕсем, культура ĕçченĕсемпе шкулсенче ĕçлекен учительсем – тăван халăх историне, йăли-йĕркине, пурлăхпа ăс-тăн культурине тĕпчес, пулас ăрусем валли сыхласа хăварас тесе; Тивĕçлипе ĕçлетпĕр тесе калама чĕлхе çаврăнмасть, çапах алă усса лармастпăр. Районта Васанти халăх, Шăмăршăри вăрман, Виçпÿрт Шăмăршăри Илпек Микулайĕн музейĕсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ темелле. Тата хăш-пĕр шкулсенче, ача сачĕ-сенче аваллăх кĕтесĕсем, çар мухтавĕн пÿлĕмĕсем пур.

Районта тăван тавралăхăн иртнĕ кун-çулне тĕпчес ĕçре хастарлăх кăтартакан тавра пĕлÿçĕсем те çук мар. Вĕсем хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе хаçатра паллаштараççĕ. Яланах çĕнĕрен те çĕнĕ темăсемпе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех район тулашĕнче пурăнакансем те ентешсемпе район историне тĕпчеççĕ.

Тепĕр ыйту та хытах шухăшлаттарать. Район историйĕн тулли пуххине кăларма пултараймастпăр. Çук, хальлĕхе эпир район историне туллин тĕпчемен-ха! Çак ĕçе хăçан та пулсан пурнăçласа çитерейĕпĕр-ши; Тĕпчев ĕçне пурне те явăçтарма тăрăшмалла, пĕр-икĕ çын кăна тăрăшнипе питех малалла каяймăпăр. Районти ялсем, предприятисемпе организацисем çинчен унта пурăнакансемпе ĕçлекенсен, шкул ачисен документсем пуçтармалла, ватăсемпе тĕл пулса калаçмалла. Мĕн калĕç пире килес ăрусем тата тепĕр 50-60 çултан çак ĕçе эпир тумасан;

Паянхи çамрăк ăрăва хамăр халăхăн иртнĕ кун-çулĕпе, аваллăхĕпе, йăли- йĕркипе, ăс-тăн тата пурлăх культурипе паллаштарасси, ăна сыхласа хăварса малалла аталантарасси паян пирĕн умри чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăмалла. Чăнах та, шкулсенче ятарлă программăпа чăваш халăх историйĕпе культурине вĕрентеççĕ-ха. Анчах ăна, ман шутпа, сăмахпа каласа панипе кăна вĕрентме май та çук, витĕмлĕхĕ те сахал. Юррисене юрласа курмасан, ташшисене ташласа пăхмасан, ĕлĕкхи япалисене куçпа курса, тытса пăхмасан, тĕррисене пăхса киленмесен мĕнле вĕрентĕпĕр-ши вара ачасене хамăр халăха, тăван çĕр-шыва юратма, ватăсене, вĕсен иртнĕ кун-çулне хисеплеме;

Юлашки çулсенче шкулсенче тăван ен культурипе историне вĕрентекенсем те ачасене музейсене илсе çÿреме пăрахни шухăшлаттарать. Сăмахран, Васанти музее пырса уроксем ирттерме мĕн кансĕрлет-ши районти шкулсенче вĕрентекенсене; Е çакна пурнăçлама ятарлă хушу кирлĕ-ши;

Хăш чухне вара шухăша каятăн, кирлех-ши Васан ялĕнче çакăн пек пысăк музей çуртне тата унта ĕçлекенсене тытса тăма; Тен, район центрĕнче пĕр лайăх музей пулсан та çитет;

Шăмăршă районĕ, ытти районсемпе танлаштарсан, хăйне евĕрлĕ вырăнта вырнаçнă. Пĕр енчен – Шăмăршă чăваш çĕр-шывĕн кăнтăр енчи хапхи тата Тутар Республикипе Ульяновск облаçĕсенчи чăвашсене пĕр сăмсаха пĕрлештерсе тăракан вырăн, тепĕр енчен – районта тĕрлĕ халăх çыннисем килĕштерсе туслă пурăнаççĕ. Мĕншĕн кăтартмалла мар кунта хамăр аваллăха, культурăна, йăла-йĕркене килекен, иртсе каякан хăнасемпе туристсене, канма чарăнакан водительсемпе пассажирсене; Пирĕн районта вара кăтартмалли сахал мар.

Хамăрăн паллă ентешсене те тивĕçлипе хаклама пĕлсех каймастпăр. Илпек Микулайĕн музейĕ пур-ха, ку питĕ лайăх. Анчах ыттисем хисепе тивĕçсĕр-шим; Сăмахран, С. Сайкин профессор, Степан Лашман çыравçă, В.Бараев поэт, М.Денисов юрăç, Т.Матвеев тĕпчевçĕ, М.Федотов академик, В.Яковлев, В.Кудряшов тата ытти паллă артистсем, художниксем, ученăйсем, ял хуçалăхĕпе промышленноç, халăха вĕрентес ĕçпе культура, спорт, социаллă сферăпа политикăра палăрнă çынсем çинчен мĕн каласа пама пултаратпăр; Район администраци çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçтарнă темиçе сăн ÿкерчĕксемсĕр пуçне тата ăçта мĕн пур пирĕн; «Кам вăл Сайкин е Космовский, Журавлев е Уруков;» – тесе ыйтар-ха паянхи шкул ачинчен е çитĕннисенчен. Хуравлайĕç-ши; Иккĕлентерет. Хамăр тăрăхпа, унта пурăннă, пурăнакан паллă çынсемпе паллаштаракан музей кирлĕ те ĕнтĕ районта. Паянхи паллă ентешсем те икĕ ĕмĕр пурăнмĕç, вĕсем çинчен халех материалсем пухма пуçăнмалла. Вăхăтра ĕлкĕреймесен е çухалса пĕтĕç, е урăх çĕрте пулĕç, çакна шута илесчĕ.

Мĕншĕн пуçартăм-ха эпĕ çак сăмаха; Акă мĕншĕн: район центрĕнче район пуянлăхĕпе унăн паллă çыннисем çинчен каласа паракан музей пулмаллах пирĕн. Унта ватти те, вĕтти те кĕрсе çÿ- ретĕр. Асатте-асанне, кукаçей-кукамай тытса пынă йăла-йĕркене, вĕсем усă курнă ĕç хатĕрĕсемпе çи-пуçне чăваш çĕрĕ çинче пурăнакан кашни çыннăнах пĕлсе пурăнмалла. Ку кăна çителĕксĕр, чăвашсен йăла-йĕркине малалла аталантарса пымалла, ăна пĕтме памалла мар. Районти пысăк çынсем çакăн пирки мĕн шутлаççĕ-ши; Е вĕсене аваллăх, хамăр тăрăхри çынсемпе вĕсен пурнăçĕ интереслентермест-ши; Тахçантанпах канăç паман ыйту çине хурав тупас килет. Хăçан та пулсан татăклă йышăну тăвĕç-ши;

Хамăртан аслă ăрусенчен тĕслĕх илсе, вĕсен ĕçне малалла аталантарса пырасси пирĕн тивĕç. «Аваллăхсăр пуласлăх çук» тенине манас марччĕ.

Сăмаха вĕçленĕ май музей ĕçченĕ-сене пурне те уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, малашнехи ĕçре çитĕнÿ-семпе чăтăмлăх сунатăп.

 

Г. ЛАРШНИКОВ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш халăх ăсчахĕ, Васанти халăх музейĕн директорĕ, Шăмăршă тăрăхĕнчи тавра пĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ.



20 мая 2013
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter