Республикăна регионсен хушшинчи «Ачасен интересĕсене хÿтĕлемелли наци стратегийĕ: хĕрарăмсен канашĕсем ачалăха тăнăçлăх кÿрес тата ăна сыхлас енĕпе тунă пуçарусем. Ĕç опычĕ» конференци иртнĕ

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта «Ача-пăча интересĕсене хӳтĕлемелли Наци стратегийĕ: хĕрарăм канашĕсен пуçарăвĕсем. Ĕç пĕтĕмлетĕвĕ» ятпа регионсен хушшинче иртекен конференцие пухăннă. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Роççейри Хĕрарăмсен канашĕн Председателĕ – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Екатерина Лахова, Чăваш Енрен, Раççейри Хĕрарăмсен канашĕн уйрăмĕсенчен представительсемпе ертӳçĕсем 20 ытла  тĕрлĕ регионтан килсе çитнĕ. Хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пур муниципалитетсенче те Хĕрарăмсен канашĕсем тивĕçлĕ шайра ĕçлесе пынине палăртнă. «Паянхи кун çамрăксене воспитани парас ĕçре палăртнă институтăн витĕмĕ пысăк. Эпир пурнăçра ачасемпе амăшĕсене пулăшас енĕпе  Хĕрарăмсен канашĕ панă сĕнӳсемне яланах шута илетпĕр. Пуçласа юлашки 20 çул хушшинче республикăра ача çураласси ӳсрĕ. Пирĕн малалла та ку ӳсĕме чакармалла мар», - палăртнă  Михаил Игнатьев. Раççейри Хĕрарăмсен канашĕн Председателĕ Екатерина Лахова Чăваш Енĕн паха опычĕпе паллашма ирĕк панишĕн Михаил Игнатьева чĕререн тав тунă. «Чăннипех те кунта вĕренмелли самай. Чăваш Ен дотациллĕ регион пулнă пулин те, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳре тата ытти тытăмсенче пулса иртекен паха ĕçсем савăнтараççĕ. Çавăнпа та ăнсăртран мар, эпир Чăваш Енре палăртнă конференцие ирттерни. Федераци шайĕнче  Чăваш Ене тăтăшах ырăпа асăнаççĕ.  2012-2017-мĕш çулсенче ачасен интересĕсене хӳтĕлесе пурнăçа кĕртес стратегийĕн Координаци канашне регион Пуçлăхĕ хăй ерте пыни те çакнах çирĕплетет. «Чăваш Ен ачисем» программа, хĕрарăм  консультацийĕсенчи кризис центрĕсем аван ĕçлеççĕ. Пĕчĕк пепкесем вилессисен шучĕ чи пĕчĕкки», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Екатерина Лахова. Коференцийĕн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтăвĕпе Чăваш Республикин Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева тухса калаçнă. Канашлура ачасене хӳтĕлес ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă. Пĕтĕмлетӳ тунă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Раççейри Хĕрарăмсен канашĕн Председателĕ Ектерина Лахова Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Раççейри Хĕрарăмсен канашĕ» обществăлла организаци хушшинчи пĕрле килĕшсе ĕçлемелли хута алă  пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех

 



21 мая 2013
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter