Кинофестиваль уçăлнă

Çу уйăхĕн 20–25-мĕшĕсенче Чăваш Енре пурăнакансене тата хăнасене хаваслă уяв кĕтет – Пĕтĕм тĕнчери VI кинофестиваль. Наци библиотекинче иртнĕ пресс-конференцире ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, фестиваль режиссерĕ Дмитрий Капустин, республикăри культура программисен дирекцийĕн ертÿçи Максим Матросов журналистсене фестиваль программипе паллаштарнă. Ытти çулхипе танлаштарсан кăçал илемлĕ фильмсем кăтартма вырăн нумайрах уйăрнă. Куракансем Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти кинотеатрсемпе культура керменĕсенче, ЧР Наци библиотекинче, ЧР патшалăх архивĕн кинозалĕнче, унсăр пуçне Сĕнтĕрвăррипе Çĕрпÿ хулисенче фильмсене тÿлевсĕрех пăхма пултарĕç. Кинофорума кинорежиссерсем, продюссерсем, паллă артистсем, кинокритиксемпе киноведсем (пурĕ 50 яхăн çын) хутшăнĕç. Вĕсем Мускавран кăна мар Франци, Инди, Голланди, Грузи, Эстони çĕр-шывĕсенчен килĕç. Конкурса илемлĕ 12 фильм тăратнă. Куракансем киносеанс хыççăн паллă çынсемпе курса калаçма пултарĕç. Фильмсене хисеплĕ жюри членĕсем хаклĕç. Председателĕ – РФ тава тивĕçлĕ артистки Татьяна Яковенко. Çĕнтерÿçĕ ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятарлă парнине те тивĕçĕ. –Ку мероприятие йĕркелени республикăшăн питĕ усăллă, фильм кăларакансемпе куçа-куçăн курса калаçни çав тери паха. Кинофестиваль ытти халăхпа çыхăну тытма, çак искусствăна аталантарма пулăшать, – пĕлтернĕ Вадим Ефимов. Кинофорума хутшăнас текенсен йышĕ çулсерен ÿсет. Республикăра та фильм ÿкерекенсем пур. Кăçал фестивале Чăваш енре пурăнакан Ольга Матвеева сценарист, режиссер ÿкернĕ кĕске метражлă “Решение треугольников” фильмпа хутшăнни савăнтарать. Кинофестиваль ĕнер “Çеçпĕл” кинотеатрта уçăлнă. (Хамăр инф.).



21 мая 2013
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter