Тăвай районĕ: ку эрнере – тĕрлĕ мероприяти

Тунти кунхи планеркăна халичченхи пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă. Унта иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çакăн хыççăн малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн ыйтăвĕсем – çуллахи каникулта вĕренекенсемпе çамрăксен кану вăхăтне усăллă ирттересси, вĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшасси тата аслăраххисене ĕç тупса парасси. Ăшă кунсенче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен шыв объекчĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, вут-кăвара хирĕçлекен мероприятисем йĕркелесси пирки сÿтсе яваççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен пĕтĕм объекчĕ валли коммуналлă ресурссемпе усă курнин нормативĕсене пăхса тухасси çинчен те сăмах пырĕ. Информушкăнсем вырăнсене тухаççĕ, халăхпа, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, актуаллă ыйтусем çине хуравлаççĕ. Район администрацийĕн залĕнче асăннă кун 13 сехетре граждансене йышăнаççĕ. “Çу уйăхĕн 20–24-мĕшĕсенче Элпуç шкулĕн кивĕ çурчĕн территорийĕнче районти çамрăк армеецсен Аслă Çĕнтерÿ 68 çул тултарнине, Тавралăха сыхламалли çулталăка халалланă “Орленок” тата “Зарница” вăййисем иртеççĕ. 25-мĕшĕнче вара Тăвай енри вĕрентÿ çурчĕсенче ”Юлашки шăнкăрав” уявсем пулаççĕ”, – тесе пĕлтернĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Владимир Шакров. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районти ял тата хресчен фермер хуçалăхĕсенче акса пĕтернĕ, тесен те йăнăш мар. “Красная Чувашия” ЯХПКра тата Николаев хресчен фермер хуçалăхĕнче хаçат номерĕ кун çути курнă тĕле хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене Тăвай енре 9518 гектар (91 процент) акнă, çĕр улми 248 гектар (370 процент) лаптăк çинче лартнă, кукуруза 482 гектар йышăнать. Тата ытти ĕçсем тунă. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин пĕлтернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – строительство, çул-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Анатолий Алексеев та тухса калаçнă. Республика кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçмалли объектсем пирки чарăнса тăнă. “Чăвашсетьгаз” АУО газ участокĕн сервислă центрне тăвасси аван пырать. Ленин урамĕнчи 50-мĕш, Ленин проспектĕнчи 42 тата 44-мĕш çуртсенче тĕп юсавсем тума пуçланă. Автоçула çĕнетессипе малалла ĕçлеççĕ. Ятарлă службăсен ертÿçисем – полицин районти уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова хăйсен ĕçĕсем пирки пĕлтернĕ. Тăвайри выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Александр Шакин, “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕ тата ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕ” АУ ДОД директорĕ Анатолий Кириллов харпăр хăй информацийĕсемпе сăмах илнĕ. Г.ЕГОРОВА.



21 мая 2013
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter