Сывлăхлă Чăваш Еншĕн - пĕрлехи вăйпа

Иртнĕ эрне кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче инфекциллĕ мар чирсене профилактикăлас енĕпе йĕркеленĕ «Сывлăхлă Чăваш Еншĕн» форум иртнĕ. Асăннă мероприяние ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, унăн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Пĕтĕм Раççейĕн Наци сывлăхĕн лиги» общество организацийĕн вице-президенчĕ Николай Кононов, влаçăн ĕç тăвакан тата муниципалитет органĕсен, общество фончĕсен тата общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан ĕçлĕ мероприяти театр умĕнчи лапамра пуçланнă. Кунта ÿт-пĕве тата шăм-шака пиçĕхтерме пулăшакан тĕрлĕ снаряд çинче çамрăксемпе çул çитменнисем нумай енĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Театр фойинче вара кăмăл тăвакансем инфекциллĕ мар чир-чĕр аталанас теветкеллĕх пурри-çуккине уçăмлатмашкăн диагностика скринингĕ тутарма, канăç паман ыйтупа консультаци илме пултарнă.

Форума хутшăннисене саламланă май Иван Моторин ачаранах сывă пурнăç йĕркине ăша хурса çитĕнни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Сăмах май, Чăваш хутлăхĕнче çакна пурнăçламашкăн услови çителĕклех: массăллă физкультура пур енлĕн аталанать, эрех-сăрапа табак серепинчен хăтармашкăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Республика Правительстви Чăваш Ене сывлăхлă тумашкăн çирĕп никĕс хывнине палăртнă май Иван Борисович Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорт тупăшăвĕсене тăтăшах хутшăннине, спортпа сывă пурнăç йĕркин уссине хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетнине асăннă.

Форумăн тĕп теми - халăхăн сывлăхне упрассипе çыхăннă ыйтусене тĕрлĕ енлĕн татса парасси: унта сывă пурнăç йĕркин, табак туртнине хирĕç кĕрешессин, сиплĕ апатланупа тивĕçтерессин культурине йĕркелемелли программăсемпе паллашнă. Форума пухăннисем ырă çак йăлана вĕренÿ тытăмне кăна мар, ачасемпе çамрăксен кулленхи пурнăçне кĕртес енĕпе пĕр-пĕрин опытне тишкернĕ. Спорт тата пултарулăх ушкăнĕсем çакна хăйсен номерĕсемпе çирĕплетнĕ.

Иван Моторин сывă пурнăç йĕркине халăхра сармашкăн пуçаруллă хутшăнакансене Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Тĕп докладçă Алла Самойлова палăртнă тăрăх - этем сывлăхлă тата вăрăм ĕмĕрлĕ пуласси сывлăх сыхлавĕпе тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернипе 10 процент кăна çыхăннă, тепĕр 10-шĕ - несĕллĕхрен, 20-шĕ тавралăхран тата çут çанталăкпа климат факторĕсенчен килет, 60 процентне вара сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни витĕм кÿрет. «Паянхи форума министерство-ведомствăсен, общество организацийĕсен представителĕсем тĕрĕс йышăну тума тата ыттисене сывлăхлă пулмашкăн хавхалантарма пухăннă. Республикăра ку енĕпе чылай программа ăнăçлă ĕçлет ĕнтĕ. Пĕрлехи вăйпа эпир тăван Чăваш Ене сывлăхлă тума пултаратпăр, - çирĕплетнĕ министр. - Çак тĕллевпе халăх сывлăхне диспансеризаци мелĕпе хаклама тытăнтăмăр, мĕншĕн тесен инфекциллĕ мар чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ».

«Наци сывлăхĕн лиги» общество организацийĕн вице-президенчĕ Николай Кононов хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшса пынăшăн республика ертÿçисене тав тунă. «Чăваш хутлăхĕнче пурăнакансем лига ирттерекен чылай пуçарăва ырласа йышăннине туйса тăратăп, эпир сĕнекен технологисем малалла аталанаççĕ. Форум - пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашмалли ĕçлĕ тĕл пулу. Общество организацийĕсем чи лайăххине суйласа илме пултараççĕ», - тенĕ Мускав хăни. Николай Васильевич Чăваш Ен Пуçлăхĕ валли лига президенчĕн Лео Бокериян саламне, общество организацийĕн «Халăх сывлăхне хывнă тÿпешĕн» Дипломне тата лига 10 çул тултарнă ятпа кăларнă юбилей медальне илсе килнĕ.

Сăмах май, форума вĕренÿ тытăмĕн 300 яхăн ĕçченĕ хутшăннă. Унта ЧР Вĕренÿ министерствин пай пуçлăхĕ Светлана Сырмолотова «Чăваш Республикинче шкул ачисен сывлăхне упрасси» темăпа доклад тунă. Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Владислав Волков сывă пурнăç йĕркине ачасене пĕчĕкренех хăнăхтарнипе паллаштарнă, электромеханика колледжĕнче физкультурăпа массăллă спорта аталантарни пирки директор çумĕ Андрей Фомин, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшне пысăка хуни çинчен аслă шкулăн студентсен канашĕн председателĕн çумĕ Светлана Алексеева каласа панă.

Мероприяти уçă сывлăшра, Чăваш Енĕн фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина ертсе пынă зарядкăпа вĕçленнĕ.

  Валентина СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 мая 2013
12:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter