Вăрмар районĕ: черетлĕ тĕлпулу

Вăрмар районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем: Александрова Н.И., Малинкова Т.Н., Илларионова Т.П., Скворцова Н.В. тата Иванова А.Е. "Ырă ĕçсен" кружокĕпе Шăхаль ял тата Энтрияль поселенийĕсенче пулчĕç. Çак тĕлпулăва социаллă пулăшу илсе тăракан ватăсем, социаллă ĕçченсем тата ялти ватăсем хутшăнчĕç. Тĕрлĕрен ыйтусем хумхантарчĕç вĕсене: киле социаллă пулăшу тата васкавлă социаллă пулăшу илсе тăрасси, "мобильнăй бригада" ĕçĕ, "Ĕç ветеранĕ" удостворенине илесси, инвалидсене реабилитаци тата протез таварĕсемпе тивĕçтересси. Специалистсем пĕтĕм ыйтусем çине тĕплĕ хуравсем пама тăрăшрĕç. Социаллă ĕçченсене вырăнпа выртакан ватăсене тата инвалидсене еплерех пăхмалли пирки тĕрлĕ сĕнỹсем пачĕç, буклетсемпе брошюрăсем валеçрĕç.



22 мая 2013
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter