Тăвай районĕ: аваллăхсăр пуласлăх çук

Тушкилпе Курнавăш -  иккĕш пĕр кăкран…

Несĕлсен тĕп килĕ çак тавралăхра.

Тăвансен вучахĕ çунтăр ĕмĕрех.

Ун ăшши пуçтартăр куллен кун пире.

                                                    Н. Круглов

 

    Курнавăш  ял халăхĕ Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче пурăнакансемпе чылай çул туслă çыхăнура пурăнать, мĕншĕн тесен Курнавăш ялне пуçарса яракансем XVII ĕмĕрте Кĕçĕн Пăла тăрăхне Тушкил ялĕнчен килсе вырнаçнă. Çак çыхăнăва «Урожай» колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ С.Н.Николаев тата Курнавăшри вăтам шкул директорĕнче тăрăшнă П.М.Смирнов йĕркелесе янă. Икĕ ял хушшинчи туслăх музей тунă тапхăрта, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пуçланнă.

    Çу уйăхĕн 18- мĕшĕнче   Курнавăшри информаципе культура центрне Тушкил ялĕнче йĕркеленнĕ «Сурпан» ушкăн (ертӱçи Ольга Сергеева) килсе çитрĕ.  Хăнасене культура çурчĕн ĕçченĕсем: методист Ольга Шмелева, библиотека ертÿçи Раиса Горшкова, музей ертÿçи Алексей Смирнов тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Чи малтанах ял  культурипе, пурнăçĕпе кăсăкланчĕç мăн асаттесен несĕлĕсем.

    Музей кунĕ пулнă май, хăнасем ялти историпе тăван ен халăх музейĕпе паллашрĕç. Уйрăмах вĕсене ял историйĕ çинчен калакан кĕнеке тĕлĕнтерчĕ.

    Унтан «Сурпан» ушкăн культура çуртĕнче ял халăхне хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.



22 мая 2013
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter