Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра электротехника тытăмне аталантарас ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра электротехника тытăмне аталантарас ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Республикăн экономика министрĕ Алексей Табаков электротехника промышленноçĕн малашнехи ӳсĕмĕ пирки чарăнса тăнă. 2012-мĕш çулта «НПК «ЭЛАРА» имени Г.А. Ильенко» ОАО, «ЧЭАЗ» ЗАО, «НПП «ЭКРА» ООО, «Завод «Чувашкабель» ОАО, «ВНИИР» ОАО пĕрлешӳсем туса кăларакан продукцисен шайĕ самай пысăккине палăртнă. Предприятисенче ĕçлекенсен ĕç укçин шайĕ лайăхах ӳснĕ, вăтамран унта вăй хуракансем 29 пине яхăн шалу илеççĕ. Канашлу  самантĕнче предприяти ертӳçисене итленĕ, вĕсен канашĕвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илнĕ. «Паянхи кун вĕсен умне йывăрлăх кăларса тăракан ыйту – тендерсене хутшăннă чухне залог хакĕсем пысăк пулни пăшăрхантарать», - теççĕ производственниксем. Çав-çавах 2013-мĕш çулта производство тытăмне 10-12 процента çити ӳстерме палăртса хунă. Михаил Игнатьев вĕсен пăшăрханăвĕсене çитес вăхăтрах Раççей энергетика министрĕ  Александр Новаков патне илсе çитерме шантарнă. Сăмаха май палăртнă тытăма ытти хуласенчен ĕçлеме килекен специалистсем валли Чăваш Енри çурт-йĕр фонтĕнчен аренда шучĕпе хваттерпе те тивĕçерме май пуррине палăртса хăварнă. Алексей Табаков «Чăваш Республикинчи Шупашкар хулинчи индустри паркнĕ» проекта пурнăçа кĕртни çинчен каласа панă. Паллах, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантаракансен умĕнчи пĕр кăлтăк вăл – производствăсене аталантама çĕр пайĕн вырăнĕсем сахал пулни. Республика Правительстви экономика тытăмĕнче пысăк технологиллĕ производствăсене аталантарассипе курăмлăн ĕçлесе пырать. Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина Шупашкарта Тракторсем туса кăларакан проспектра кăçалхи март уйăхĕнчен 23 га çĕр, республикăн пурлăхĕ çиннче шутланса тăнине палăртнă. Унăн палăртса хунă хакĕ 94 млн тенкĕпе танлашать. 2014-мĕш çулта  индустри паркĕнче производство лапамĕсене хута яма палăртнă, вĕсен шутĕнче: «ПромЛитСнаб», «СКБ СПА»,  «Энерго-приборы и системы», «НПП «ЭЛТЕХ»,  «ЭнергоЛюкс» ОООсем, 2015-мĕш çулта çĕнĕ прозводствăсене хута яма шутлаççĕ. Тĕплĕнрех



22 мая 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter