Шупашкарта - кино уявĕ

Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль мĕнле аталанса пыни куç умĕнчех темелле. Малтанхи тапхăрта ăна тĕнчери сумлă, паллă кинофорумсен шайĕнче йĕркелеме тĕв тытнăччĕ. Вăл савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă, хупăннă самантра актерсене, режиссерсене, продюсерсене, операторсене хĕрлĕ кавирпе уттарса кĕртетчĕç. Юлашки икĕ-виçĕ çул çак йăлана фестивале хупнă чухне çеç пурнăçлаççĕ.

Кăçал та çаплах пулчĕ. Тĕп хулари "Çеçпĕл" кинотеатрта виçĕм кун уçăлнă улттăмĕш фестиваль сăпайлăхĕпе палăрса тăчĕ. Темиçе çул каялла унта хутшăнас тесен каçхи капăр тумпа пымалла тетчĕç, халĕ çак йĕркене актерсем хăйсем те пăхăнманни туйăнчĕ. Юрĕ, ку темех мар пулĕ. Чи пĕлтерĕшли - кинокартинăсен тĕшши. Çак шухăша фестиваль йĕркелÿçисем те палăртаççĕ.

Республикăри "Çавал" фольклор ансамблĕн артисчĕсем хăнасене чăваш ташши-юррипе, кĕввипе паллаштарчĕç, экран çине малтанхи фестивальсен паллă саманчĕсем тухрĕç. Унтан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин сăмах илчĕ. Иван Борисович кинофестиваль пирĕншĕн чăннипех пысăк уяв пулнине палăртрĕ. "Эсир, артистсем, парнеленĕ хавхалану, çĕкленÿ пирĕн куравçăсен чĕрисенче нумайлăха асра юлĕç. Çапла шантарса калатпăр: кинофестиваль çулран çул лайăхланса пытăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлăпăр", - терĕ.

Шупашкарта иртекен кинофестиваль ячĕпе Раççей культура министрĕ Владимир Мединский салам янă. Иван Моторин ăна вуласа пачĕ. Унта çак шухăша палăртнă: фестиваль, вак халăхсен кинематографне пĕрлештерекенскер, чи паллă, сумлă кинофорум пулса тăнă. Вăл çĕнĕ ятсем уçать, кăçал та çаплах пуласса шаннине пĕлтерет.

Кинофестивалĕн илемлĕх ертÿçи, программа директорĕ Сергей Лаврентьев киновед Чăваш Ен ертÿçисене кино уявне йĕркелеме майсем туса панăшăн тав турĕ. Куравçăсене фестиваль президенчĕн, Раççей халăх артисчĕн Карен Шахназаровăн саламне вуласа пачĕ. Вăл та фестивале хутшăнасса, хăйĕн çĕнĕ ĕçĕпе - "Любовь в СССР" картинипе - паллаштарасса пĕлтерчĕ.

Жюри членĕсен ячĕпе - пухăннисене жюри председателĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артистки Татьяна Яковенко саламларĕ. Вăл, сăмах май, икĕ çул каялла "Люди добрые" илемлĕ фильмпа паллаштаракансен йышĕнчеччĕ. Халĕ акă унăн тивĕçĕсем тата яваплăрах. Çак ĕç çăмăл маррине вăл хăй те палăртрĕ. "Жюри йышĕнче профессионал, пултаруллă çынсем, çавăнпа кашни ĕçе тĕрĕс хак парасса шанатăп", - терĕ.

Кино уявне Александр Прошкинăн "Искупление" картини уçрĕ. Ăна иртнĕ çул сцена çине кăларнă. Фильм Монреальти кинофестивальте "Илемлĕх тĕлĕшĕпе чи лайăх ÿкернĕ картина" парнене тивĕçнĕ.

Фридрих Горенштейн писатель произведенийĕпе ÿкернĕ фильм куравçăсене эпир халĕччен пĕлмен чылай саманта уçса пама пулăшрĕ.

Надежда СМИРНОВА

 



22 мая 2013
11:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter