Стратеги пурнăçланать

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăна регионсен хушшинчи «Ачасен интересĕсене хÿтĕлемелли наци стратегийĕ: хĕрарăмсен канашĕсем ачалăха тăнăçлăх кÿрес тата ăна сыхлас енĕпе тунă пуçарусем. Ĕç опычĕ» конференцие хутшăнма килсе çитнĕ Раççей хĕрарăмĕсен канашĕн председателĕпе, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Екатерина Лаховăпа тĕл пулчĕ.

Çав кунах Михаил Игнатьев тата Екатерина Лахова Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницин перинаталь центрĕ çывăхĕнче ачалăха халалланă скульптурăна уçма тата «Юрату кĕл чечекĕ» сквера хывма хутшăннă. Михаил Игнатьев асăннă медицина учрежденийĕнче пĕлтĕр «Çире пур чиперкке» фестиваль йĕркеленине аса илтернĕ хыççăн Екатерина Филипповна, хăйĕн кун-çулне ача çураттарассипе çыхăнтарнăскер, чăннипех тĕлĕнчĕ. Республика Пуçлăхĕ перинаталь центрĕн ертÿлĕхĕнчен умри тĕллевсене мĕнлерех пурнăçлани çинчен ыйтни те уншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Мĕнех, кунта та планпа ĕçлеççĕ иккен: малтанласа палăртнă тăрăх медицина учрежденийĕнче 2000 пепкене çут тĕнчене килме пулăшмалла тăк, 2500-не кун çути парнеленĕ.

Михаил Игнатьев Владимир Нагорнов ăсталанă скульптура ача çуратма хатĕрленекенсемшĕн лайăх парне пуласса палăртрĕ, хăйĕн пархатарлă шухăшне асăннă ĕçре тĕпе хума пултарнăшăн автора тав турĕ.

Раççей хĕрарăмĕсен канашĕн председателĕн шухăшĕпе - çут тĕнчене килнĕ çĕнĕ кайăкăн сăнарне скульптурăра калăплани - Атăл тăрăхĕнче пĕртен пĕрре. Мăшăрĕсем çăмăлланасса кĕтекен упăшкисем кунта савăнăçлă хыпар пĕлтерессе кĕтсе ларĕç, амăшĕн телейне туйнă хĕрарăмсем пепкисемпе уçăлса çÿрĕç. Çамрăк мăшăрсем те туй хăнисемпе пĕрле çак вырăнта ятарласа чарăнса тăрĕç, вĕсем те пулас ашшĕ-амăшĕ вĕт.

Екатерина Лахова çавăн пекех Шупашкар хулин Калинин районĕнчи çемьесемпе ачасене социаллă пулăшу паракан центра çитсе курчĕ, çул çитменнисен социаллă службипе, вĕсене диагностика тата реабилитаци пулăшăвĕ парассипе, йывăрлăха лекнĕ хĕрарăмсен кризис уйрăмĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Ун хыççăн çĕр-шывăн 23 регионĕнчен - федерацин Тĕп тата Атăлçи округĕсенчен - пуçтарăннă хастарсем, хĕрарăмсен юхăмĕн пуçаруллă ертÿçисем Чăваш наци музейне икĕ куна тăсăлакан тĕл пулăва пухăнчĕç.

Унăн ĕçне Раççей хĕрарăмĕсен канашĕн председателĕ Екатерина Лахова, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хутшăнчĕç, хисеплĕ хăнасен йышĕнче - Ыр кăмăллăх фончĕн попечительсен канашĕн председателĕ Лариса Игнатьева, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет ертÿçи Петр Краснов, ача правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, ЧР хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ çумĕнчи ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов.

Пухăннисене Михаил Игнатьев саламларĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие пирĕн хутлăхра ирттерме шаннăшăн Раççей хĕрарăмсен канашне тав турĕ. Республика Пуçлăхĕ амăшлăхпа ачалăха хÿтĕлес енĕпе йышăннă мерăсем çинче чарăнса тăчĕ.

- Кулленхи пурнăçра хĕрарăмсен канашне пулăшса пыратпăр. Унăн тытăмĕсем кашни районтах йĕркеленнĕ. Хастарсен пуçарăвĕсене йышăнса саккун шайĕнче нормативлă актсем кăларса çынсен пурнăçне ырăлăх кĕртессине тĕпе хуратпăр, - терĕ Михаил Игнатьев. - Пурнăç шайĕ ÿссе пынă май вĕсен ыйтăвĕсем те нумайланаççĕ. Тин кăна Китайран таврăнтăм. Паллах, унта илемлĕ те хăтлă. Анчах ачалăха, амăшлăха хÿтĕлес енĕпе патшалăх политики çук. Ача çуратакансене эпир хавхалантаратпăр тăк - унта иккĕмĕш пепкешĕн 20 пин юань штраф тÿлеме тивет. Сывлăх сыхлавĕшĕн те çынсен хăйсен тăккаланмалла.

Екатерина Лахова палăртнă тăрăх - ытти регионтан килнĕ хастарсен Чăваш Енрен вĕренмелли сахал мар, çав вăхăтрах пирĕн хутлăхăн та ыттисен ырă опычĕпе паллашни усса каймалла. Мускав хăни стратегие пурнăçласа кунта ятарлă программа хатĕрленине уйрăммăн палăртрĕ. Координаци канашне Михаил Игнатьев ертсе пынипе те кăмăллă вăл.

Конференцин тĕп докладçи - республикăри хĕрарăмсен юхăмĕн ертÿçи Ольга Зайцева Раççей Президенчĕ 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче алă пуснă ачасен интересĕсене хÿтĕлекен наци стратегине республикăра еплерех пурнăçлани çинче чарăнса тăчĕ.

Конференци хыççăн Михаил Игнатьевпа Екатерина Лахова Чăваш Республикипе Раççей хĕрарăмсен канашĕ малашне пĕрле ĕçлесси пирки Килĕшĕве алă пусрĕç.

* * *

Конференци умĕн Екатерина Лахова республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

- Екатерина Филипповна, стратегие йышăннăранпа çулталăк иртнĕ. Кăтартăвĕсем еплерех?

- Манăн шухăшăмпа - кăтартусем еплерех пулнине çĕр-шыв Президенчĕ Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлăва хутшăннисем аванах туйса илчĕç. Ахальтен мар-тăр Владимир Путин ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленине палăртса хушусем пачĕ. Тĕрĕссипе, асăннă документ мĕнле пурнăçланни вырăнти ертÿçĕсен пуçарулăхĕпе те çыхăннă. Шăпах çак тĕллевпе пухăнтăмăр та ĕнтĕ Чăваш Енре.

- Стратегие пурнăçлас енĕпе хăш регион кăтартулăхне палăртнă пулăттăр?

- Коми республикине, Калуга облаçне. Федерацин Атăлçи округне илес тĕк Чĕмпĕр, Сарă ту облаçĕсене. Чăваш Республикине те ахальтен килмен эпир. Сирĕн республика та паха опыт пухнă.

Саккунсем, указсем пирки нумай калаçма пулать паллах. Енчен те вырăнта пĕр тĕллевлĕ команда йĕркеленмен тĕк лару-тăрăва ырă енне улăштараймăн. Стратеги ыйтăвĕ, тĕрĕссипе, политикăпа та çыхăннă. Ачалăх ыйтăвĕсемшĕн пире американсем те «хăртма» пикенеççĕ. Вĕсене тĕпренчĕксене усрава илме чартăмăр та - халĕ хамăр патра тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстермешкĕн тивĕçлĕ условисем туса хумалла. Чылай ыйтăва татса парасси влаçран кăна килмест. Граждан обществин организацийĕсем, пĕр тĕллевпе чăмăртаннă çынсем ку енĕпе пысăк вăй пулса тăраççĕ. Вĕсен шутĕнче - хĕрарăмсен канашĕсем те. Хĕрарăмсем социаллăх тĕлĕшĕнчен пысăк опыт пухнă. Çапла вара кунта ырри, ăша хывмалли сахал мар.

- Чăваш Республикипе Раççей хĕрарăмĕсен канашĕн Килĕшĕвĕн шăнăрĕ мĕнре?

- Пирĕн канаш республикăна пулăшма яланах хатĕр. Ытти регионта тĕрĕсленнĕ технологисене сирĕн пата çитерĕпĕр. Тĕслĕхрен, Белгород облаçĕнче çамрăк ăрăва кăмăл-сипет енĕпе воспитани парас, Курск облаçĕнче аслă ăру çыннисен шкулĕсене йĕркелес енĕпе паха опыт пухнă.

- Стратегие пурнăçланă чухне мĕнле чăрмавсем пулкалаççĕ?

- Укçа тивĕçменни. Шкул умĕнхи учрежденисем çитмеççĕ. Ку енĕпе сирĕн республика кăтартуллă ĕçлет тĕк - ыттисем пирки апла калаймăн. Чылай субъектра ясли-садике çÿрес текенсен черечĕ çав тери пысăк. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта регионсен хушшинче бюджетăн 50 млрд тенкине пайларăмăр - шкул умĕнхи учрежденисем тумашкăн.

Çапах та палăртнă тĕллевсене пурнăçламашкăн ăнтăлулăх кирлĕ, чун туртăмĕ эппин. Тата кашнин хăйĕн çемйине, пысăк тата пĕчĕк Тăван çĕр-шывне юратмалла. Кун пек чухне пире нимĕн те чăрмантараймĕ.

 Валентина СМИРНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 мая 2013
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter