Елчĕк районĕ: конкурсантсем пĕринчен тепри лайăх пулчĕç

Çу уйăхĕн 21- мĕшĕнче Елчĕкри кану центрĕнче «Пĕчĕк асамçă» конкурс иртрĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен  пултаруллăхĕпе савăнтарчĕç. Вĕсем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Аслă Пăла Тимешри шкул çумĕнчи «Çăлкуç» ушкăнран Таня Романова хутшăнчĕ. Куракансене «Икĕ пĕчĕк Сар автан» юрăпа, «Чăваш ташшипе», «Чăваш чĕлхи» сăвăпа тыткăнларĕ.

   Конкурсантсем пĕринчен тепри лайăх пулчĕç. Чи маттурисем, пултаруллисем жюри членĕсен татăклă сăмахне кĕтрĕç. Пирĕн Таня Романова «Чи йăрăс пÿлли» номинацире çĕнтерчĕ. Саламлатпăр!

 



23 мая 2013
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter