Аслăчурачăксемпе Чĕчкенсем уявра савăнчĕç

Уяв программине «Труд» ЯХПК профкомĕн председателĕ Александр Николаев ертсе пычĕ. Чи малтанах мероприятие пухăннисене саламласа Ремис Шарафутдинов председатель, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов, Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов, Раççейри АПК ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ Василий Николаев, «Слава картофелю» агрофирма ертÿçи Хасият Идиатуллин, «Энергосервис» ООО ертÿçи Геннадий Волков тата ыттисем те сăмах каларĕç.

«Çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттернĕ ятпа саламлатăп, хастар пулнишĕн тав тăватăп», — терĕ Ремис Минхалимович ĕçченсене ырлăх-сывлăх сунса.

Ун хыççăн вăл акара палăрнисене — М.Тимергалиева, А.Миназетдинова, Д.Шуряшкина, М.Зейнетдинова, Н.Зейнетдинова, А.Яковлева тата ыттисене укçан преми, парнесем парса хавхалантарчĕ. Кунти чылай механизатор, выльăх-чĕрлĕх пăхакан ырă сăмаха тивĕçрĕ.

Малалла сценăна информаципе культура центрĕн художество пултарулăх ушкăнĕ йышăнчĕ. Икĕ аркăллă чăваш кĕпи тăхăннă, илемлĕ тĕрĕллĕ шурă саппун çакнă, капăр тутăр çыхнă хĕрарăмсем халăх умне юрлама тухрĕç. Ачасемпе çамрăксем те айккинче юлмарĕç. Концерт программине Сергей Просвирновпа Татьяна Макарова ертсе пычĕç.

Лидия Лукиянова пухăннисене чăвашсен йăли-йĕркипе кăпăклă сăрапа сăйларĕ. Çавăн пекех ял-йышпа хăнасем алă ăстисен Зоя Елизаровăпа Лидия Лукиянован ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Уява юрă-ташă илем кÿни паллă. Çапах та çынсем спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ çĕре чылайăн пухăнчĕç. Уйрăмах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем халăха пуçтарчĕç. Çĕнтерÿçĕ, Станислав Григорьев, такана тивĕçрĕ. Çавăн пекех спорта кăмăллакансем волейболла, тулли михĕсене йăтса инçĕшне чупса ăмăртрĕç.

Суту-илÿ точкисем уява пухăннисене таварсем, техĕмлĕ çимĕçсем сĕнчĕç.

Акатуй-Сабантуй чылая тăсăлчĕ. Вăл Аслăчурачăксемпе Чĕчкенсен, килсе çитнĕ хăнасен чĕрисенче ăшă туйăм хăварчĕ, шанчăк çуратрĕ, тĕллевсене çирĕплетрĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"



23 мая 2013
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter