Тăвай районĕ: фермер хуçалăхĕсенчи ĕç-хĕл

Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территоринче фермер хуçалăхĕн йышĕ сахалах  мар, анчах çĕр çинче чуна парса,  йывăрлăхсенчен хăрамасăр ĕçлекенсем вара шутлă. Вĕсем: Анатолий Витальевич Семёнов (Улянкă), Александр Сергеевич Фёдоров (Йăнтăрчă), Анатолий Геннадьевич Михайлов (Йăнтăрчă).

Кăçалхи ака ĕçĕсене питĕ тăрăшса, кĕске вăхăтра пурнăçларĕç. Çĕрĕн ытларах пайне урпа акса хăварчĕç, çĕр улми валли те вырăн тупрĕç.

Мал шухăшлă пирĕн тăрăхри фермерсем, çĕр ĕçне чунтан парăннă. Вăй хурса усă куракан площачĕсемпе çирĕплетеççĕ пултарулăхне, çĕр ĕçĕнчен ÿркенменнине.



23 мая 2013
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter