Каçал Ен районĕ: тĕл пулу - 50-мĕш хут

Туслăх кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çавăнпа та çак туйăма пĕчĕкренех аталантармалла. Çакна тĕпе хурса йĕркеленĕ, йĕркелеççĕ те ĕнтĕ виçĕ шкул хушшинчи тĕл пулăва. Кăçалхипе вăл 50-мĕш хут иртрĕ.

Чи малтанах çак мероприятие хутшăннă Елчĕк районĕнчи Хăвăл Çырма, Тутарстан Республикин Кайпăç районĕнчи Чутей тата Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсенче пĕлÿ пухакансем, учительсем линейка ирттерчĕç. Икĕ республикăн — Чăваш Енĕн тата Тутарстанăн — Гимнĕсем янăраса чуна çĕклентерчĕç. Ун хыççăн асăннă шкулсенче чи лайăх вĕренекенсем республикăсен ялавĕсене çÿле хăпартрĕç. Кашни шкул пĕр-пĕрне парнесемпе чысларĕ. Пухăннисене саламласа чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай сăмах каларĕ. «Çак уяв калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашнин чĕринче туслăх хĕлхемĕ ялкăштăр, çамрăк ăру ăна сÿнме ан патăр», — терĕ Валерий Владимирович. Çавăн пекех пухăннисене ырлăх-сывлăх сунса Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова, район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ Ольга Карсакова, çур ĕмĕре яхăн Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн-че пионервожатăйра ĕçленĕ Альбина Лебедева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Нина Зайцева, паянхи кун шкул директорĕн тилхепине тытакан Людмила Макарова тата ыттисем те сăмах каларĕç, туслăха çамрăкранах упрама, хаклама сунчĕç.

Паллах, уявра шурă кăвакарчăнсене — туслăх кайăкĕсене — пĕлĕтелле вĕçтерни те ачасен асĕнче чылайлăха юлĕ.

Малалла физкультурăпа спорт вăййисем иртрĕç.

Тĕл пулăва Хырайĕнелсем питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем пурне те тутлă какай шÿрпипе сăйларĕç.

Пуçтарăннисемшĕн чи асамлă самант вăл — Туслăх кăвайтне чĕртни. Ачасем ун йĕри-тавра çаврăнса юрăсем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç.

Юлашкинчен шкул директорĕ туслăх уявне ирттерме пулăшнă спонсорсене («Искра» колхоз, ертÿçи А.Н.Зайцев, «Родина» КФХ, А.Е.Потемкин тата ыттисене те) тав турĕ.



23 мая 2013
08:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter